31 декабря 2008 г.
С. А. Николаев, район пуçлăхĕ
2008 çул пирĕншĕн Çемье тата Ырă ĕçсен çулталăкĕ пулнипе палăрса юлчĕ. Ку тапхăрта пур отрасльте те лайăх улшăнусем сахал мар пулчĕç. Чăваш Республикин Президенчĕн Н. В. Федоровăн Патшалăх Канашне янă “Малашлăхшăн паян ĕçлетпĕр!” Çырăвне сÿтсе явнă май, акă, Трак енри çĕр çыннисем çурхи уй-хир ĕçĕсемпе вырмана йĕркеллĕ ирттерчĕç, тĕш-тырăпа çĕр улми унчченхи çулхинчен ытларах пухса кĕртрĕç. Калăпăр, çĕр улми районĕпе кашни гектартан вăтамран 252 центнер тухрĕ. “Таябинка” Агрофирма” пĕрлешÿ, “Красное Сормово”, “Караево”, “Досаево”, ытти хăш-пĕр хуçалăхсен ÿсĕмĕ чăннипех савăнтарчĕ. “Таябинка” маттурĕсем республика шайĕнче те ыр ят çĕнсе илчĕç. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче те çитĕнÿсем вырăн тупрĕç. “АПК аталанăвĕ” наци проектне пурнăçласа, сăмахран, Яманакра çĕнĕ технологие ĕçе кĕртнĕ ĕне вити хута кайрĕ. “Караево”, “Волит” хуçалăхсемпе Васильева хресчен фермер хуçалăхĕнче те витесене реконструкцилерĕç. Кашни ĕнерен вăтамран 4 пин килограмран ытларах сĕт суса илнĕ ĕне сăвакансен районти клубĕ 2002 çултанпа ĕçлет. 2007 çулхи кăтартусемпе унта 25-ĕн кĕме пултарчĕç. Кăçал та вĕсем “çавра сĕтел” хушшине пухăнса канашларĕç, продуктивлăха татах та ÿстермелли майсене палăртрĕç, малтисен йышне ÿстерсех пыма чĕнсе каларĕç. Ахальтен мар-тăр пирĕн тăрăхра Коми тата Пушкăрт Республикисенчи ял хуçалăх продукцине туса илекенсен делегацийĕсем те пулса курчĕç, ырă опытпа паллашрĕç. Хамăр республикăри çĕр йĕркелÿçĕсем те ĕç кăтартăвĕсене Трак енре пĕтĕмлетрĕç. 2008 çулта пирĕн хуçалăхсем патшалăхран 18 миллион тенкĕлĕх пулăшу илчĕç. Кредит пулăшăвĕ кÿме пуçăннăранпа вара 1063 çемье 139 миллион ытла тенкĕлĕх çăмăллăхлă пулса тăчĕ. Машинăпа трактор паркĕсем те çĕнĕ техникăпа пуянланчĕç.
2008 çул политика тĕлĕшĕнчен те, пысăк пĕлтерĕшлĕ событисенчен те пуян килчĕ. Ав, мартăн 2-мĕшĕнче красноармейскисем те Раççей Федерацийĕн Президенчĕн суйлавне активлăн хутшăнчĕç. Д. А. Медведевшăн 7057-ĕн е суйлавçăсен 68, 63 проценчĕ хăйсен сассисене пачĕ. Кăçал та, унчченхи евĕрех, пирĕн районта пурăнакансемпе РФ Патшалăх Думин депутачĕ П. В. Семенов темиçе хутчен те тĕл пулчĕ, пулăшу та кÿчĕ. Май уйăхĕнче вара район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем Трак енĕн 2020 çулчченхи стратегине çирĕплетрĕç.
Депутатсен, ялсенчи старостăсен, ытти активăн тăван районшăн ĕçлес хавалĕ татах та ÿснине палăртма кăмăллă. Ялсенче, акă, халĕ 97 староста вăй хурать. Çулталăк пуçламăшĕнче вĕсем ял тăрăхĕсен депутачĕсемпе пĕрле пухăнса канашларĕç, çĕнĕ тĕллевсем палăртса пурнăçлама çине тăчĕç. Вĕсем ял тăрăхĕсенче иртнĕ семинар-канашлусене те хутшăнчĕç, тирпей-илем кĕртес, ялти ытти чылай ыйтусене татса парас çĕрте чăн-чăн пуçаруçăсем пулса тăчĕç. Актив хутшăннипех нумай ялта уявсем интереслĕ те асра юлмалла иртрĕç.
Кăçал тулли мар яваплă “Чулхула Газпром Трансгаз” пĕрлешÿ филиалĕн — Заволжски ЛПУМГн” ĕç кăтартăвĕсем те сумлă пулнине уйрăммăн палăртса хăвармалла. Пысăк йышлă ку коллективри ĕçченсене яланах хастарлăхшăн тав туса чыслаççĕ.
Районти вĕрентÿ тытăмĕ кăçал та çитĕнÿсем турĕ. Шкулсене 2100 ытла ача çÿрет, пĕрремĕш классене 160-ăн килчĕç. Пирĕн педагогсем вĕрентĕве информатизацилени вĕрентÿри çĕнĕ содержанипе кунти çĕнĕ технологисен ресурсĕ пулса тăнине аван ăнланаççĕ. Шкулсенче, акă, 200 ытла компьютер, кашнинчех хăйсен сайчĕсем пур. 4 шкул РФ Президенчĕн пĕр миллионшар тенкĕлĕх Грантне çĕнсе илчĕ. 8 çамрăк ЧР Президенчĕн стипендине, Вĕрентÿ кунĕнче шкултан пĕлÿ илсе тухакан 2 вĕренекен — ылтăн, 13-ĕн кĕмĕл медальсене тивĕçрĕç.
Районти кашни ялах хытă сийлĕ çул çитни те хăпартлантарать. Хупă йышши “Регионстрой” акционер пĕрлешĕвĕн строителĕсем вара Красноармейски ялĕнче кĕске вăхăтрах 3 хутлă çĕнĕ çурт çĕклеме пултарчĕç. Районта кунпа пĕрлех пĕчĕк предпринимательлĕхе пулăшу кÿмелли инновацилле инфратытăм пулĕ. Район республикăри конкурсра çĕнтерсе тивĕçнĕ 5 миллион тенкĕлĕх грантпа бизнес-инкубатор тума пуçăнмалла.
Трак енри райпо коллективĕ те Чăвашпотребсоюз тытăмĕнче чи ăнăçлă ĕçлекенсенчен пĕри пулса тăчĕ. Унăн паха опычĕпе паллашма ытти районсенчен те килеççĕ. Ав, кăçалхи июньте кăна-ха пирĕн тăрăхра республикăри хатĕрлевçĕсем пулса курчĕç.
Халăх сывлăхне сыхлас çĕрте те, ялти культурăпа спорт аталанăвĕнче те çĕнĕлĕхсем вырăн тупаççĕ. Пирĕн район физкультурăпа сиплеве тата массăллă спорта аталантарассипе республикăра малтисен йышĕнче пырать. Красноармейскинче кăçал та республикăпа район пĕлтерĕшлĕ чылай мероприяти иртрĕ. Калăпăр, февральте Трак енре йĕркеленĕ “Раççей йĕлтĕр йĕрĕ-2008” ăмăртăва 500-е яхăн йĕлтĕрçĕ хутшăнчĕ. “Шетмĕпе Çавал кĕввисем” республикăри фестиваль пĕлтерĕшĕ те ÿсет. Кăçал вăл вун пĕрмĕш хут иртрĕ. Унта 8 район юрăçисем хăйсен сцена çинчи пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕç.
Трак гимназийĕнчи М. Филимонов “Çулталăк учителĕ-2008”, Чатукассинчи ветерансен çуртĕнчи В. Михайлова “Социаллă чи лайăх ĕçчен-2008”, Карайри Сергеевсем “Çулталăкри çемье-2008” районти конкурссенче çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç. Ку евĕр ырă тĕслĕхсене татах та татах илсе кăтартма пулать.
Акă, сисмерĕмĕр те кулленхи ĕçсен хыçĕнчен Çĕнĕ 2009 çул та çитет. Ку уяв ыттисенчен уйрăларах тăрать. Çак праçник — пĕрлехи савăнăç, пĕрлехи хаваслăх, çĕнĕлĕх кÿрессе, ырă пуласлăхăн çутă ĕненĕвĕ çураласса кĕтнин пĕрлехи шанчăкĕн уявĕ. Чăваш Ен Президенчĕ Н. В. Федоров çав çула Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ тесе пĕлтерчĕ. Вăл ЧР Патшалăх Канашне нумаях пулмасть янă Çырура та республика çыннисем умне пысăк тĕллевсем лартрĕ. Сăмах май, Президентăн “Чăваш Ен çитĕнĕвĕ — кашнин пуçарулăхĕнче” Çырăвĕнче пирĕн район пирки те палăртса хăварни пур. Николай Васильевич, уйрăммăн илсен, çапла каларĕ: “...Красноармейски районĕнче инноваци бизнес-инкубатор тăвас енĕпе ĕçлекен проекта пурнăçа кĕртме республика бюджечĕн укçа-тенкине явăçтарнă. Ку — муниципалитетăн пĕрремĕш инкубаторĕ, вăл ял хуçалăхĕнче инновацилле пĕчĕк бизнеса пулăшас енĕпе ĕçлеме пуçлать, çакăн валли те бюджетра укçа-тенкĕ пăхса хăварнă...” Президент тĕллевсене кăна палăртмарĕ, вĕсене пурнăçламалли çул-йĕре те уçса пачĕ. Тĕллевсене пирĕн пурте пĕр пулса ĕçе кĕртмелле, татса памалла. Апла пулсан Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ Трак ене те çĕнĕ ÿсĕмсем илсе килессе шансах тăратăп.
Хаклă ентешĕмсем!
Вăкăр çулталăкĕ — 2009 çул пуриншĕн те шанăçсем, пысăк тĕллевсем тата пуçарусем пурнăçланнипе, ырă ĕçсемпе асра юлтăр. Çĕнĕ çулта кашни килте килĕшÿлĕхпе юрату, тăнăçлăх хуçалантăр, телей те ăнăçу пултăр. Ырăлăх, тараватлăх, хастарлăх кашнин чун-чĕринче сÿнми тапса тăтăр.