31 декабря 2008 г.
Марьепе юратсах çÿреттĕмĕр. Колхоза шут шăрçи шуçтарма килнĕ хĕр пуçа çавăрса ячĕ. Туй туса мăшăрлантăмăр. Мăшăр хушши услам çу тени пулмарĕ: уйрăлтăмăр.
Марье качча кайманччĕ-ха. Шупашкарта пурăнакан аппăшĕ яла килнĕ те, мана курсан:
— Марьепех мăшăрланмаллаччĕ те… — терĕ.
Хăй патне хулана пыма хушрĕ. “Марьене те чĕнетĕп”, — терĕ.
Чăнах та, аппăшĕ патĕнче Марьепе иксĕмĕр тĕл пултăмăр. Чĕлхе-çăвар япшар пулсан, курайман çын та çул парать. Аппăшĕ Марьен кăмăлне часах ман енне çавăрчĕ. Майлă вăхăтпа усă курса, Марьене чуп туса та илтĕм.
Канмалли куна хирĕç Марье яла килчĕ. Ăна ял çумĕнчи хăмла пахчин кĕтесĕнче кĕтсе илтĕм. Тÿрех вĕсем патне кайрăмăр. Пÿрте кĕтĕмĕр. Урамалла пăхакан кантăк умĕнчи пысăк сĕтел хушшинче Марьен ашшĕпе амăшĕ, амăшĕ енчен туртуллă Макçăм арăмĕ, ашшĕн аппăшĕ Манихва карчăк лараççĕ.
— Пирĕн килес! — терĕм эп алăк янаххи урлă каçнă-каçманах.
— Килсе пăхăр-ха, — хуравларĕ типпĕн Марье ашшĕ.
Пÿртре пĕр хушă шăп пулчĕ. Унтан сăмах эп пуçларăм.
— Илтнĕ. Пĕлетпĕр. Кил-йыш канашĕ мĕн тет, — сăмахсене катса каларĕ каллех Марье ашшĕ, ман çине куç айĕн чалăшшăн пăхса.
Тип аслати пекех туйăнчĕ ку мана.
Ура çине Марье амăшĕ сиксе тăчĕ.
— Хамăн хĕре арăмĕнчен уйрăлнă çынна качча памастăп! — пĕррех тăрслаттарчĕ сĕтеле чышкипе.
Урай варрине Макçăм арăмĕ таплаттарса тухрĕ.
— Ара унсăр каччă çук-и? — терĕ.
— Пĕрре авланнăскерне… — текелерĕ хулпуççисене сиктерсе Манихва карчăк.
Марьен ашшĕне хуньăм, амăшне хуняма теес килетчĕ те…