31 декабря 2008 г.
Кивĕ çул хыçа юлать. Çĕнни алăкран шаккать халь. Вăл Вăкăр çулталăкĕ пулнипе паллă. Ăна райхаçат редакцийĕн тус-юлташĕсем — çырса тăраканĕсем — сумлă тÿпе хывнипе кĕтсе илеççĕ.
2008 çулта, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 214 çыру ытларах килнĕ редакцие. Унчченхипе илсен, хыçа юлакан çулталăкра, çĕнĕрен 17 автор хушăннă. Питĕ аван ку.
Уйрăммăн калас-тăк, хаçатпа çыхăну тытакансен йышĕнче тĕрлĕ профессиллĕ вулакансем пулнине палăртмалла. Акă, çав йышра — район администрацийĕн ĕçченĕсем: В. Данилов, Ю. Иванов, В. Чаховский, Н. Александрова, А. Лебедев, ДЮСШ тренерĕсем — В. Петровпа П. Сергеев, районти пушар чаçĕн инструкторĕ И. Федорова, районти шалти ĕçсен пайĕн ĕçченĕсем В. Алексеев, М. Татмина, Л. Мащенко, З. Баранова, Г. Сушко сывлăх хуралçисем тата ыттисем те. Л. Николаев, В. Константинов, Л. Антонов, О. Степанова, В. Петрова, В. Рудникова, А. Тимофеева, К. Шачкин, Ю. Дубров, Г. Дубров, С. Железин, М. Петров, И. Степанов, Н. Ершов, Н. Карай, М. Прохоров, Т. Викторова, О. Леонтьев, С. Никитина, Г. Алексеев, А. Зиновьев, Шетмĕ Михали авторсенчен çырусем татăлмарĕç пĕлтĕр.
Çĕнĕ авторсен йышĕнчен çыракансем Кĕçĕн Шетмĕ, Чатукасси, Пикшик, Упи, Еншик Чуллă шкулĕсенчен активлăрах пулнине палăртмалла.
2009 çул — Вăкăр çулталăкĕ. Вăл унпа пĕрлех Чăваш енре Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ пулнипе паллă.
Çĕнĕ çул ячĕпе сире, хаçат тусĕсем. Апла пулсан 2009 çулта та творчество лаççинче çанă тавăрса ĕçлеме ырлăх-сывлăх, кил ăшши сунатпăр.