31 декабря 2008 г.
Йĕке хÿре çулĕ Тусайри М. А. Алексеев ĕçпе вăрçă ветеранĕшĕн чăннипех те асра юлмалла. Ноябрьте вăл районти 10 фронтовик йышĕнче ВАЗ-21072 маркăллă çăмăл автомашинăллă пулчĕ. Мефодий Алексеевич хăйне патшалăх çапла сума сунăшăн савăнать.
Михуть (ялта ăна çапла чĕнеççĕ — автор) Украинăра кавалери дивизийĕнче службăра тăнă. Вăрçă тухсан, унăн çĕрĕсем çинче тăшмана хирĕç пĕрремĕш çапăçăва кĕнĕ. Старая Константиновка патĕнчи пĕр тытăçура ăна алăпа хулран тата ураран хытах амантаççĕ. Çавна май М. Алексеева Новосибирскри госпитале ăсатаççĕ. Кунта 6 уйăх хушши сурансене сипленĕ хыççăн Тусай каччи каллех фронта, Воронеж хули çывăхне лекет. Юнлă та хаяр çапăçусем пынă. Вĕсенчен пĕринче тăшман снарячĕсем лара-тăра пĕлмен Михуте тепĕр хут “шыраса тупаççĕ”, аяк пĕрчисемпе хул калакне çĕмĕрсе кăлараççĕ. Каллех — госпиталь. Хальхинче ĕнтĕ — Омскра. Сывалсан виçĕ уйăх артиллерист пулма вĕрентеççĕ. Виççĕмĕш хут фронта ăсатаççĕ. Ку хутĕнче — Псков облаçĕнчи Великие Луки хули çывăхне. Мефодий Алексеевич танксене пĕтерекен артиллери полкĕн йышĕнче çапăçать. Халĕ ĕнтĕ вăл 76 миллиметрлă оруди командирĕ.
Унăн каласа памалли нумай. Воронеж патĕнчи çапăçусем уйрăмах асра юлнине пĕлтерет ветеран. Белоруссипе Литва çĕрĕсем çинчи тытăçусем те манăçмаççĕ. Вĕсенче шывра путман, вутра çунман каччăна çапăçури паттăрлăхшăн Хĕрлĕ Çăлтăр тата виççĕмĕш степеньлĕ Мухтав орденĕсемпе наградăланă. Венăна тата ытти хуласене илнĕшĕн панă медальсем те пур унăн. М. Алексеев Çĕнтерÿ кунне Венгрире кĕтсе илнĕ. Тăван киле 1945 çулхи декабрьте старшина званийĕпе таврăннă.
Киле килсен паттăр салтак мирлĕ ĕçе кÿлĕнет, механизаторта тăрăшать: тракторпа сухалать, акать, вăрман йывăçне, утă-улăм турттарать, “Коммунар” комбайнпа тырă вырать тата ытти те. Кăткăс (сложнăй) молотилкăпа та пайтах авăн çапнă. Водитель те пулнă. Йывăр чирлесе ÿксен тин, 69 çулта, юратнă ĕçрен уйрăлать.
М. Алексеев мăшăрĕпе, Евгения Григорьевапа, виçĕ хĕр çуратса пăхса çитĕнтернĕ. Вĕсенчен иккĕшĕ ялах качча тухнă, кĕçĕнни — Ишлее. Шел, Е. Григорьева халĕ пирĕн хушăмăрта çук ĕнтĕ, вăл 5 çул каялла çĕре кĕнĕ. Килте пĕччен пурăнма йывăррине пула, Михутĕн иккĕмĕш хут авланма тивнĕ. Халĕ вăл Ольга Прохоровапа пĕрле ватлăх нушине пайлать. Иккĕшĕ килĕштерсе пурăнаççĕ. Михаил Алексеевич 88 çулта пулин те йăрă-ха, алла туя тытман.
— Пирĕн йăхра ман пек нумай пурăнни пулман. Эпĕ ĕмĕре ирттеретĕп ĕнтĕ, çăвара пирус хыпса курман. Салтакра та туртман, — тет вăрçăпа ĕç ветеранĕ.
Тăтăшах хусканура пулни те унăн ĕмĕрне тăсать пулĕ.
Вăл лара-тăра пĕлмест, кун каçипех ура çинче: картишĕнче кăштăртатать, хурсемпе чăхсене апат парать тата ытти те, — ырламасăр чăтаймарĕ мăшăрне иккĕмĕш арăмĕ Ольга Прохоровна. — Хам та тепĕр чух хăвалатăп пулĕ, “ларсан урасем çывăрса лараççĕ” текелетĕп…
Пĕр-пĕрне хисеплеççĕ тарават чунлăскерсем, Çĕнĕ çула хур тукмакки çиме чĕнчĕç, “хапăл тусах кĕтетпĕр” терĕç.
Хисеплĕ ватăсене Вăкăр çулĕпе саламласа ырлăх-сывлăх сунатăп.