31 декабря 2008 г.
Йĕке хÿре çулĕпе сыв пуллашнă май, Трак ене çитсе ку тăрăхра Çĕнĕ — Вăкăр çулне мĕнле кĕтсе илнипе паллашрăм.
Район 2008 çулта малтанхи çулхинчен тĕш тырă — 6,46 пин, çĕр улми 6,09 пин тонна нумайрах туса илнине пĕлсен хĕпĕртерĕм. Уйрăмах “Таябинкăпа” “Бахча” пĕрлешÿсем, “Янмурзино” хуçалăх кăтартăвĕсем савăнтарчĕç. Çав вăхăтрах “Геройпа” “Мичуринец”, “Новая силапа” “Восток”, О. Волков ХФХпа “Шивбосинское”, “Гигант” хуçалăхсем кашни гектартан вăтамран 9,0—13,9 центнер çеç тĕш тырă пухса кĕртни шалт! тĕлĕнтерсе ячĕ. Районти яваплă çынсемпе калаçнă хыççăн, пĕчĕк тухăç вĕсенче çĕр ĕç культури çав тери япăххипе тата тĕш тырă туса илмелли технологине çирĕп пăхăнса ĕçлеменнипе, пĕчĕк репродукциллĕ вăрлăх акса тунипе çыхăннине пĕлтĕм. Ай-яй! килĕшÿсĕр. Вăкăр çулĕнче асăннă хуçалăхсенче хăйсен йăнăшне тÿрлетме тăрăшасчĕ. Мĕншĕн тесен ЧР Президенчĕ Н. Федоров “2009 çула Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ” тесе пĕлтерчĕ.
Район кĕр тыррисем акмалли плана 60-а яхăн процент çеç тултарни те тарăн шухăша ярать. В. Васильева ХФХан ку кăтарту — 15, “Волит” пĕрлешÿн — 25, “Новая силан” — 30, “Ниван” 40 процентпа танлашать. Çавна май тĕллевсене пурнăçлас тĕлĕшпе çур акинче пысăк ĕç калăпăшĕ пурнăçлама тивет. Апла пулсан, çур акине тĕплĕн хатĕрленмелли пирки пĕр самант та манмалла мар. Унсăрăн намăс курма та пулать.
Выльăх-чĕрлĕх пăхакансен, уйрăмах сĕт туса илес енĕпе ĕçлекенсен, ĕçĕ-хĕлĕ савăнтарать. 2008 çулта вĕсем 4700 тонна “шурă ылтăн” патшалăха ăсатнă. Çак паха чĕр тавара “Шатьма” пĕрлешÿпе “Надежда”, “Родник” ял хуçалăх потребителĕсен кооперативĕсем, “Красное Сормово” Красноармейскинчи сĕт-çу заводне леçнĕ-мĕн? Шел, ку предприяти хăй йышăннă продукцишĕн укçи-тенкипе татăлма васкамасть иккен. Çапла унăн вĕсен умĕнчи парăмĕ 3 млн тенкĕрен тахçанах иртсе кайнă-мĕн. Сĕтшĕн укçи-тенкипе вăхăтра татăлса пынă пулсан, асăннă предприятине ку продукци чылай ытларах пынă тата унăн ĕç кăтартăвĕсем сумлăрах пулнă пулĕччĕç, район бюджечĕ те самай пуянланатчĕ. Анчах… Хуçалăхсем умĕнче çавăн пек парăма кĕнĕшĕн ку предприяти директорне А. Г. Лысенкона хăлхаран хытах пăрас килет, кун хыççăн, тен, вăл капла тума юраманнине ăнланса илĕ.
Район, райцентр, пĕтĕмĕшле илсен, çĕнелсе хитреленсе пыраççĕ. Кашни ял патнех хытă сийлĕ çул çитернĕ. Район центрĕнче нумай хваттерлĕ тепĕр капмар хăтлă çурт ÿссе ларнă. Унти хăш-пĕр хваттерсенче пурăнма пуçланă та ĕнтĕ. Вăкăр çулĕнче ыттисене те йышăнса пĕтерессе шанас килет.
Урамсенче тирпей-илем тăвас енĕпе чылай ĕçлени сисĕнет. Акă, Ленин тата Çĕнтерĕве 30 çул урамĕсенче газонсем айккипе пĕчĕк карта тытса тухни кăмăла кайрĕ. Анчах та илеме хаклама пĕлменнине те куртăм. Спорт çурчĕ тĕлĕнче 2 тăрăха хăйпăтса пăрахнă. Камăн ирсĕр ĕçĕ-ши ку, ах, пĕлсен, хытах хăлхине пăрнă пулăттăм та… Малашне чуна пăшăрхантаракан çакăн пек тĕслĕхсенчен хăтăласчĕ.
Трак тăрăхĕн çыннисем, яш-кĕрĕмĕ спортра ÿсĕмсем тума ăнтăлни кăмăла çĕклет. Акă, сывлăх сыхлавĕн “Красноармейски тĕп больници” муниципаллă учрежденийĕн врачĕ Владислав Перепелкин полиатлон енĕпе Раççей чемпионĕ ята тивĕçнĕ тенине илтрĕм. Хăйсен ырă тĕслĕхĕпе ыттисене сывă пурнăç йĕрки тытса пыма хавхалантарса пыракан çынсене питĕ ырлатăп. Çĕньял Чуракасси хĕрĕ Ольга Россеева (çăмăл атлетика), Дубовкăри Людмила Архипова, Кĕçĕн Шетмĕри Оксанăпа Эдикт Хайбуллинсем (хăвăрт утасси), Красноармейскинчи Айгульпе Оксана Дуйсембаевасем (ирĕклĕ майпа кĕрешесси), Алексей Васильев (каратэ) тата ыттисем хăйсен спортри çитĕнĕвĕсемпе савăнтарчĕç. “Факел” футбол командин республикăри аслă лигăри дебючĕ малтанхи икерчĕ тачка пулать тенĕнех пулчĕ. Анчах хуçăлма кирлĕ мар, пĕр шухăш-кăмăллă команда туса хумасăр, ăсталăха куллен туптаса пымасăр чемпионатра ăнăçу тума май çуккине футболистсем ăнланса илчĕç тата вĕсем Вăкăр çулĕнче ăнăçлăрах вылĕç пулĕ тесе шутлатăп.
2008 çулхи декабрĕн 24-мĕшĕ тĕлне Трак енре 178 (78 арçын ачапа 100 хĕр ача) е 2007 çулхинчен 9 ача ытларах, çуралнă. Çĕнĕ 94 çемье хушăннă. Кунпа пĕрлех 330 çын (162 арçын, 168 хĕрарăм), малтанхи çулхинчен 9 çын ытларах çут тĕнчерен уйрăлса кайнă. Вĕсен йышĕнче вăй питтисемпе çул çитмен ачасен хисепĕ ÿсни çав тери кулянтарать. Вăй питтисенчен ытларахăшĕ ĕçкĕ-çикĕне пула çут тĕнчепе сывпуллашнă. Вăкăр çулĕнче харпăр хăй пурнăçне хаклама тăрăшасчĕ, эрех-сăрапа иртĕхме пăрахасчĕ, ытларах сывă пурнăç йĕрки тытса пыма çине тăрасчĕ.
Трак ен çыннисене çывхарса килекен Вăкăр çулĕпе ăшшăн саламласа кун-çул уттипе тан çирĕппĕн утса пыма, мĕн пур чăрмавсене çĕнтерсе, лайăххи-ырри патне ăнтăлма ырлăх-сывлăх сунатăп.