26 декабря 2008 г.
Раштав уйăхĕн 23-мĕшĕнче район администрацийĕн çул çитмен çамрăксемпе тата вĕсен прависене хÿтĕлес енĕпе ĕçлекен комиссийĕн черетлĕ ларăвĕ пулчĕ.
Унта комисси секретарĕ Э. И. Петрова пĕлтернĕ тăрăх, 2008 çулта 12 ларура пĕтĕмпе 122 ыйту пăхса тухнă, ытларахăшĕ çула çитмен çамрăксемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсен ĕçĕсемпе çыхăннă. Çавна май 26 ашшĕ-амăшне штрафланă, 39-шне асăрхаттарса хăварнă, пĕршер ашшĕпе амăшне правасенчен хăтарнă, пĕр ĕçе суда ярса панă, тепĕр 4 ашшĕ-амăшне кун пирки ларура асăрхаттарнă. Хальхи вăхăтра ку комиссире çул çитмен 15 çамрăк учетра тăрать, вĕсенчен шкул ачисем — 8-ăн, 5-шĕ профтехучилищĕсенче вĕренет, пĕри ниçта та ĕçлемест, тепри урăх регионсене ĕçлеме çÿрет. Отчетлă тапхăрта район территорийĕнче çула çитмен çамрăксем 7 преступлени тунă, çав шутран 5-шне тума урăх район-хула çамрăкĕсем хутшăннă. Шупашкар районĕнчен килнисем, калăпăр, Чатукассинче автомашинăн запас пайĕсене вăрланă. Канашри шкул-интернатра вĕренекен пирĕн тăрăхра апат-çимĕç продукчĕсем вăрласа 3 преступлени тунă. Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан яшсем Еншик Чуллăри лавккана çаратма тăнă. Тепĕр икĕ преступление тума вара (вĕсем хирĕçсе кайса çапăçма пуçланипе çыхăннă) Карайпа Красноармейски çамрăкĕсем хутшăннă. Кунсăр пуçне хальхи вăхăтра район территорийĕнче “йывăр” 56 çемьене шута илнĕ, вĕсенче пурĕ 94 ача çитĕнет.
Ларура комисси членĕсем çавăн пекех ашшĕ-амăшĕсен ĕçĕсене те тишкерчĕç.