26 декабря 2008 г.
Кашни ял тăрăхĕ пархатарлă çынсемпе пуян. Вăл шутра — Чатукасси те. Çав йышра — Чатукассинчи Анатолий Львович Львов та. Сăмах май, декабрĕн 28-мĕшĕнче сакăр вуннă тултарать хисеплĕ ĕçтешĕмĕр.Унпа юнашар ларса калаçма яланах кăмăллă. Ваттишĕн те, вĕттишĕн те тăкăнсах тăрать унăн сăмах “хутаçĕ”. Хальхинче те сумлă ватăпа курнăçрăм, чуна уçсах калаçрăм.
— Анатолий Львович, сирĕнпе тĕл пулма хавас эпĕ. Ăслă шухăшсем çуралаççĕ. Çапла вĕт?
— Тĕрĕс шухăшлатăр. Сăлтавĕ те çук мар ĕнтĕ курнăçма. Сакăр вуннăна çитрĕм вĕт. Халăхшăн ĕçлесех ватăлтăм пулĕ тетĕп хама. Унтанпа мĕн чухлĕ шыв-шур юхса иртрĕ пуль. Иртнĕ вăхăт тепĕр чух тĕлĕкри пек кăна юлать-çке. Çавах та, питех кăсăкланатăр пулсан, хамăн пурнăçпа паллаштарам.
Эпĕ 1937 çулта ялти пуçламăш шкулта вĕренме пуçланă. 1943 çулта, Çавалçырмари çичĕ класс вĕренмелли шкул хыççăн, Красноармейскинчи вăтам шкулта пĕлÿ пухрăм. Саккăрмĕш класс хыççăн пĕр çул колхозра вăй хума тиврĕ. Пурнăçăн тути-масине мĕн пĕчĕкренех астивме лекрĕ çав. Анне 1940 çулта çĕре кĕни ураранах çапса ÿкерчĕ. Эпир, тăватă ача, çурма тăлăх тăрса юлтăмăр. Эх, пĕлесчĕ сирĕн, епле йывăрлăха кĕрсе юлтăмăр… Аса илсен хăш-пĕр самантсене… ĕненес те килмест. Мĕнле чăтса-тÿссе ирттернĕ-ши?
1947 çулта алла аттестат илтĕм. Çав çулах Шупашкарти учительсем хатĕрлекен Чăваш патшалăх институтне вĕренме кĕтĕм.
Çут çанталăка, тăван тăрăха питĕ юратнă-çке эпĕ. Институтра хими, естествознани тата географи наукисене чун-чĕре туртăмĕпе парăннăччĕ. Тен, çавăнпах та пуль, профессорсенчен хăпма пĕлместĕмччĕ.
Института ăнăçлă вĕренсе пĕтертĕм. Мана, аслă пĕлÿллĕ вĕрентекене, направленипе килĕшÿллĕн, Канаш районĕнчи Хирти Катекри çичĕ çул вĕренмелли шкула ячĕç. Кунта естествознанипе хими предмечĕсемпе пĕлÿ патăм. Çав вăхăтрах тата завуч ĕçне те шанчĕç.
1950 çулта çара илчĕç. Унтан кĕçĕн лейтенант пулса таврăнтăм. Яманакри шкулта географи предметне вĕ-рентрĕм. Каярахпа — Шупуçĕнчи çичĕ çул вĕренмелли шкулта биологи, хими, географи предмечĕсемпе. Çав вăхăтрах завуч ĕçне те пурнăçларăм.
Мана вĕренес, наука гранитне ытларах, тарăнрах тĕпчес ĕмĕт-тĕллев канăç памастчĕ. Çавăнпа та çак çулсенче çине тăрсах Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчи биологи факультетне ăнăçлă вĕренсе пĕтертĕм, биологи учителĕн дипломне алла илтĕм.
— Сирĕн пурнăç биографийĕ ытларах Чатукасси шкулĕпе çыхăннă. Çакăнта аса илмелли пурах ĕнтĕ?
— 1957 çулта Чатукассинчи пуçламăш шкула çичĕ çул вĕренмелли шкул туса хучĕç. Директор “лавне” туртма мана шанчĕç. Шанăçа тÿрре кăлармаллах. Тăрăшни, ÿркенменни куç умĕнчех ĕнтĕ. 1962 çулта вара “Герой” хуçалăхри колхозниксем пĕр шухăш-кăмăлпа председателе суйларĕç. Çак ĕçре сакăр çула яхăн вăй хутăм.
Чун ачасем патнех туртатчĕ. Çапла вара 1969 çулта каллех шкула таврăнтăм. Чатукассинчи вăтам шкулта директорăн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕнче тăрăшрăм. Ача-пăча тĕнчинче хамăн пĕлÿпе ăсталăха патăм. Владимир Васильевич Васильев директорпа пĕр чĕлхерен пулса, пĕр шухăш-кăмăлпа тăрăшнă. 1976 çулта В. Васильев тивĕçлĕ канăва тухрĕ. Манăн директор ĕçне кÿлĕнме тиврĕ. 1984 çулта акă, шкулăн çĕнĕ çуртне туса пĕтерсе хута яма лекрĕ. Çăмăлах пулмарĕ, паллах. Мĕн чухлĕ çÿремелле, чупмалла пулчĕ. Халĕ те капмар кермен çине пăхса ăмсанатăп.
— Анатолий Львович, хăвăр çемйĕр пирки пĕр виç сăмах тупăнать пуль?
— Мăшăр — Антонина Герасимовна — çав тери вашават хĕрарăм. Шкулта ĕçленĕ. Хаçат-журнал вулама юратать. Телевизор пăхать. Хăнасене яланах хавас. Çут çанталăк тусĕ, ман пекех. Сĕтел çинчен грушăпа пан улми татăлмасть пирĕн.
Ывăлăм — Юра — çемйипе тĕп хуламăрта пурăнать. Тăван киле килсех çÿреççĕ.
— Юбилей ячĕпе сире, тепĕр хут.
— Тавах…