26 декабря 2008 г.
Мана Шупашкарта, Правительство çурчĕн Пысăк залĕнче раштав уйăхĕн 16-мĕшĕнче иртнĕ Чăваш Республикин тăваттăмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн вун çиччĕмĕш сессине хутшăнма тÿр килчĕ. Унта Чăваш Республикин Президенчĕ Н. В. Федоров республика Патшалăх Канашне янă “Чăваш Ен çитĕнĕвĕ — кашнин пуçарăвĕнче” Çырупа тухса калаçрĕ. Николай Васильевич сăмахне тимлĕн итлерĕм, каярахпа ку Çырупа тепĕр хут хаçат урлă та паллашрăм.
Ял çынни пулнăран Чăваш Ен Президенчĕ 2009 çула Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ тесе пĕлтерни пысăк хавхалану çуратрĕ. Апла ялсен социаллă тата экономика пурнăçне аталантарас енĕпе çĕнĕ те ырă улшăнусем пулаççех тесе шутлатăп. Тата çакна тума вăхăт та. Ял хуçалăх продукцийĕ хатĕрлекенсем çине, ман шутпа, тахçанах урăхла пăхмалла, ял çыннине çĕнĕ технологисене алла илсе вăй хума пулăшу ытларах кирлĕ.
Президент каланă “...пирĕн проблемăсем ытларах чухне хамăртах пытаннă...” сăмахсем те вырăнлах. Кашни çын хăй вырăнĕнче пуçарулăхпа активлăх тата хастарлăх кăтартмасан, пĕлсех тăратăп, ÿсĕмсем те пысăк пулас çук. Пурте çанă тавăрса вăй хурсан вара çитĕнÿсем те нумайрах пулаççĕ.
Николай Васильевич Çырура экономика ÿсĕмĕн хăвăртлăхĕн кăтартăвĕсем ÿснипе пĕрлех пире, ял тăрăхĕсенче ĕçлекенсене, куллен пырса тивекен ыйтусене çĕкленине те лайăх тесе шутлатăп. Чăн та, ялсене тирпей-илем кÿрес тĕлĕшпе красноармейскисен те чылай ĕçлемелле-ха. Ку енĕпе, шел те, хальлĕхе çителĕксĕртерех тимлетпĕр. Каллех пурте пĕр пулса вăй хумалла. Пĕччен-иккĕн, паллах, ялсенче тирпей-йĕрке тума çук.
Çын çăкăрпа çеç тутă мар. Президент вĕрентÿпе культура ыйтăвĕсемпе тимлĕ ĕçлеме кирлине палăртни те кăмăла кайрĕ. Вăл вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене хăйсен территорийĕсенче пурăнакансемпе таччăн çыхăнса ĕçлемелли пирки асăннин пĕлтерĕшĕ те пысăк. Çынсене ĕç-пуç пирки уççăн каласа пани, лару-тăрăва уçăмлатни, паллах, аван та. Тĕп вырăнта пирĕншĕн хамăр халăх пурнăçне çÿллĕрех шая çĕклеме çине тăни пулмалла тесе шутлатăп эпĕ те.
Пĕр сăмахпа, Президентăмăр Çырăвĕнчи кашни йĕркех тарăн шухăшлă. Унпа пурин те тĕплĕн паллашасчĕ, умри задачăсене чун-чĕрепе туйса илсе пурнăçа кĕртме вăй-хăват çитересчĕ.