АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш чĕлхин хăйне евĕрлĕхĕ

26 декабря 2008 г.

 

Кăçалхи август — октябрь уйăхĕсенче районти "Ял пурнăçĕ" хаçат страницисенче "Калаçури чăваш чĕлхи тасалăхĕшĕн" акци иртрĕ. Аяларах автор унăн хăш-пĕр кăтартăвĕсене пĕтĕмлетет.

Чăваш энциклопедийĕн çĕнĕ иккĕмĕш номерĕ тухнă. Унта Красноармейски районĕ çинчен те çырнă. Районта пурăнакансен тĕп пайĕ (1989 ç., 97,1 процент) чăвашсем пулнине палăртнă. Эппин, эпир — чăвашлăха упракан ен. Ку вăл — хăйне майлă чыс, çавăнпа пĕрлех яваплăх та.

Çÿлерех каланине çирĕплетекен тĕслĕхсем — кашни утăмра. Хăшне-пĕрне кăна аса илер.

Кăçалхи июлĕн 10-мĕшĕнче Красноармейскинчи почта уйрăмĕн кану кĕтесĕнче çыхăну ĕçченĕсен кунне паллă турĕç. Унта район администрацийĕн çынни те пулчĕ. Таса чăн чăвашла калаçрĕ вăл. Пурне те унăн сăмахне итлесе ларма кăмăллă пулчĕ.

Районти ытти хăш-пĕр мероприятисенче те чăвашла таса чĕлхепе калаçнине илтме пулать. Ун пек калаçакансен сăмахне çынсем яланах итлеме хавас. Ку çапла пулмалла та, мĕншĕн тесен чылай чух вăл е ку мероприятисенче лараканнисем те пурте чăвашах вĕт. Пурте чăвашсем чух кам умĕнче эпир хамăра вырăсла пĕлнине кăтартатпăр. Юрĕ-ха, енчен те вырăсла тĕрĕс калаçма пултарсан. Вырăсла пĕли-пĕлми, сăмахсене хуçкаласа калаçаканнисем те тупăнаççĕ вĕт. Хальхинче манăн кунашкаллисем çинче нумаях чарăнса тăрас килмест.

Урăхлараххи те тĕл пулать. Теприсем чăвашла калаçнине итлесен хăлха “йÿçет”, çапла калаççĕ чăвашсем. Акă, районти пĕр мероприятире пуçлăхсем нумайăн пухăннăччĕ. Пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйту сÿтсе яватчĕç. Районти пĕр орган пуçлăхĕ чăвашла калаçасшăн пулчĕ. Шел пулин те, сăмахĕ пит тĕслĕхлех пулаймарĕ унăн. Çине çинех датăсене хуçкаласа калаçрĕ: “тăххăрмĕш августра”, “пĕрремĕшпе иккĕмĕш октябрьте”, “Упипе Пикшик” — иккĕмĕш октябрьте”, “Еншик Чуллă — пĕрремĕш, иккĕмĕш, виççĕмĕш октябрьте”. Чăннипех чăваш чăвашла пĕлмест тенĕ пек пулса тухать.Тĕрĕссипе — “августăн тăххăрмĕшĕнче”, “октябрĕн пĕрремĕшпе иккĕмĕшĕнче”, “октябрĕн пĕрремĕшĕнче, иккĕмĕшĕнче, виççĕмĕшĕнче” темеллеччĕ ĕнтĕ.

Тепĕр канашлура районти ертсе пыракан службăн пĕр пуçлăхне сăмах пачĕç. Вырăсла калаçрĕ вăл. Ăна итлеме йывăр пулчĕ. Кашни ик-виç сăмах хыççăнах “значит” сăмахсемпе усă курать-çке. Ун хыççăнах яваплă тепĕр чиновникех трибуна умне тухрĕ, чăвашла тап-таса калаçрĕ. Итлеме кăмăллă пулчĕ ăна. Кун пек чух çыннăн сăмахĕсем те ăшра лайăхрах вырнаçаççĕ, хăйне те ытларах хисеплеме пуçлатăн. Шел пулин те, ун пек калаçнине сахалрах илтетпĕр-ха çав канашлусенче.

Кăçалхи çул Раççейĕпе — Çемье çулталăкĕ. Çу кунĕсенче пĕр çемье уявĕнче пулма тÿр килчĕ. Кил хуçи чăваш пулчĕ. Мĕн тĕлĕнтерчĕ тата савăнтарчĕ? Чăваш юррисене кăна янраттарчĕ вăл. Паллах, эпĕ чăваш юррисене кăна юрламалла тесшĕн мар. Вырăссен те аван юрăсем нумай. Хамăр, чăвашсем, тăван юрăсене манманни паха. Шел пулин те, кун пеккине питĕ нумай тĕл пулаймастăн-ха. Чăвашлăха упрас тетпĕр пулсан, хамăрăн ĕлĕкхи тымарсене манмалла мар. Хăй тĕллĕн вĕреннĕ И. Степановпа Н. Филимонов композиторсем хамăр юрăсен чăвашла янравлăхĕ пирки те тĕрĕсех çырчĕç-тĕр.

Ку ыйтăва мĕншĕн тапрататăп-ха? Кăçал районти “Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕ акци йĕркелерĕ. “Калаçури чăваш чĕлхи тасалăхĕшĕн” ятлă вăл. Халĕ вара çул пĕтнĕ май ку акци вĕçленсе пырать. Эппин, унăн хăш-пĕр кăтартăвĕсене пĕтĕмлетме вăхăт.

Палăртма кăмăллă, чăваш-лăх пирки хаçат страницисенче калаçу сахал мар пулчĕ. Чă-вашлăха упрасси пирки ыйтăва чылай автор тĕрĕс хускатрĕ. Вĕ-сене калаçăва хутшăннăшăн чĕререн тав тăвас килет. Чи активлисене, малтан каланă пекех, сувенирсемпе чыслăпăр. “Манăн çемье историйĕ” тата Кулăш ăстисен конкурсĕсем те активлă иртрĕç. Вĕсен çĕнтерÿçисем те çывăх вăхăтрах паллă пулĕç.

Акци ирттернĕ май, район территорийĕнчи предприятисен, организацисен, учрежденисен вывескисене чăвашла (пирĕн чăвашпа вырăс чĕлхисем патшалăхăн) тĕрĕс çырма кирлине те тепĕр хут палăртса хăварасшăн. Кунта та йывăрлăхсем тĕл пулаççĕ. Ку тĕлĕшпе вĕсен пуçлăхĕсене чĕлхе учителĕсем пулăшма пултарĕç.

Тепĕр ыйту та хумхантарать. Паллах, район территорийĕнче вырăссем те пур. Вĕсем пирĕн хушăра нумай çул пурăнаççĕ. Вĕсен хушшинче чăвашла вĕренес текенсем те çук мар-тăр. (Ахальтен мар 17 томлă словаре чăваш мар, вырăс çынни Н. И. Ашмарин çырса хăварнă. Питех те пысăк пуянлăх вăл. Уйрăмах педагогсен, çыравçăсен аллинчен каймалла мар ку томсем. Вара хăйсене чăвашла пĕлетпĕр тесе çăмăлттайланакансем те сахалрах пулĕç, тупăнаççĕ халь ун пеккисем те). Тен, кăмăл тăвакансене район масштабĕпе чăвашла вĕренме пулăшмалли май тупмалла? Малтан, паллах, кунашкал шухăшлисене тупса палăртмалла. Вĕсем кун пирки мĕн шутланине пĕлтерччĕр. Чăвашла тухакан хаçат-журнала, вăл шутра район хаçатне те вуламашкăн, çырăнса илмешкĕн манас марччĕ, унта çырса тăрсан тата аванрах. 2009 çулхи ултă уйăх валли январьтен райхаçата çырăнса илмелли шутлă кунсем юлчĕç.

Пĕр сăмахпа, чăваш чĕлхине пулас ăрусем валли упраса хăварасси — пысăк та яваплă ĕç. Ăна хаçат страницисенче кĕске вăхăтлăх акцисем ирттернипех пурнăçлама çук. Ку тĕлĕшпе малашне те çине тăрсах вăй хумалла. Эпир, акцие вĕçлесе, чăваш чĕлхи пирки хаçат страницисенче калаçăва пĕтерместпĕр. Вăл темăпа ентешсенчен редакцие çырусене малашне те хапăлласа йышăнатпăр. Уйрăмах çамрăк йыш — вĕренекенсем — пирĕнпе тытакан çыхăнăва çухатмасса шанатпăр. Чăваш чĕлхин пуласлăхĕ вĕсенче-çке. Акци тĕллевĕ — ку ыйтăва çивĕчлетесси, унăн пĕлтерĕшĕ пысăк тата кунта татса памалли нумай пулнине палăртасси, вăл пысăк та пархатарлă ĕçе анлă йыша туллинрех явăçтарасси. Çавна май эпĕ акци тĕллевĕ пурнăçланчĕ пуль тесе шутлатăп. Пархатарлă, çăмăл мар çак ĕçре унпа интересленекенсене малашлăхра пысăк ÿсĕмсем сунатăп.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика