АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕнчери ăмăртусенче

26 декабря 2008 г.

 

Кăçалхи декабрь варринче АПШри Даллас хулинче марафон чупас енĕпе ăмăрту иртнĕ. Унта нумай çĕр-шывсен, çав шутра Раççейĕн спортсменкисем те хутшăннă. Çакă савăнтарать: ку марафонра пирĕн районти Çĕньял Чуракассинче çуралса ÿснĕ тĕнче класлă спорт мастерĕ Ольга Россеева виççĕмĕш вырăн йышăннă. Сăмах май, Ольга Александровна унччен ытларах 1500, 3000 метра чупнă. Халĕ вăл вăрăм дистанцисене чупасси çине куçса пырать. Ольга Россеевапа унăн ашшĕ-амăшне асăннă çитĕнÿпе саламлатпăр, çĕнĕ çитĕнÿсем сунатпăр.

А. Лебедев

* * *

Красноармейскинчи иккĕмĕш вăтам шкулти 11-мĕш класра вĕренекен Алексей Васильева пĕлекенсем сахал мар. Вăл — ЧР Президент стипендиачĕ, вĕренÿре аван ĕлкĕрсе пырать. Кунпа пĕрлех спортпа туслă. Ытларах хĕвел тухăç кĕрешĕвне кăмăллать. Анчахрах Хусанта каратэ енĕпе Израильти “Маккаби” клуб призĕсене çĕнсе илессишĕн ăмăрту иртрĕ. Унта Тольяттипе Самара, Мускавпа Хусан тата ытти хуласен, çавăн пекех Израильти каратистсем вăй виçрĕç. Асăннă ăмăртăва Красноармейскинчи Алексей Васильев та хутшăнчĕ, 16—17 çулсенчи ачасем хушшинче 60 килограмлă виçере вăй виçрĕ, виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ.

Кăшт маларах А. Васильев каратэ енĕпе Раççейре мала тухассишĕн пынă ăмăртура та вăй виçнĕччĕ, анчах унта ăна призерсен йышне кĕме май килмерĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика