АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ çула — çĕнĕ паспортпа

26 декабря 2008 г.

 

Кăçалхи декабрĕн 18-мĕшĕнче Кĕçĕн Шетмĕре пурăнакан С. И. Патмаршăн чăннипех паллă кун пулчĕ, тепĕр хут “çуралчĕ” тейĕн. Вăл Раççей гражданинĕн паспортне алла илчĕ.

СССР арканни хăш-пĕр çынсен пурнăçне нушаллă туса хучĕ. Тĕслĕхсем шырама инçе кайма кирлĕ мар. Акă, илер Яманакра çуралса ÿснĕ С. И. Патмарах. Вăл СССР вăхăтĕнче пĕр хушă Молдавинче ĕçлесе пурăнчĕ. Унтан 1993 çулта, çемьери лару-тăрăва пула, унăн каялла таврăнмалла пулчĕ. Ют çĕр-шыв гражданинĕ тесе, ăна ĕçе вăр-варах йышăнма килĕшмерĕç. Çитменнине тата кашни утăмне тенĕ пек тĕрĕслесе тăчĕç. Çапла, чылай вăхăт, пилĕк çул ытла нушаланнă хыççăн Святослав Иванович нумай пулмасть каллех тăван, Раççей çынни пулса тăчĕ, Раççей гражданинĕн паспортне алла илчĕ. Декабрĕн 18-мĕшĕнче Раççейĕн Чăваш Республикинчи УФМСĕн районти территори пункчĕн начальникĕ, милици капитанĕ Н. Андреева С. Патмара çак сумлă документа илнĕ ятпа ăшшăн саламласа, Раççей гражданинĕн паспортне куç шăрçи пек упрама ыйтрĕ.

Святослав Иванович чунтан савăнчĕ. Ара, сăлтавĕ те пур, вăл халь тин кирек хăш предприяти-организацине, хуçалăха пĕр чăрмавсăрах ĕçе вырнаçма май тупрĕ та-ха. Пĕр сăмахпа каласан, Йĕке хÿре çулĕнчи декабрĕн 18-мĕшĕ унăн асне нумайлăха кĕрсе юлчĕ тата шанăç çуратрĕ.

— Тинех эпĕ çуралса ÿснĕ çĕр-шывăн гражданинĕ пулса тăтăм. Çак ята çĕнĕрен илме çăмăл пулмарĕ, паллах. Йĕке хÿре çулĕ маншăн çакăн пек пысăк событипе паллă пулса юлчĕ. Вăкăр çулне çĕнĕ паспортпа кĕретĕп. Уншăн чунтан савăнатăп. 2009 çулта ĕмĕтсене пурнăçа кĕртме май çуралчĕ. Çавăнпа та хавхалану ÿсессе шанатăп, пулас ĕçре хама туллин кăтартма пулатăп, — терĕ С. И. Патмар, Раççей гражданинĕн паспортне алла илнĕ май.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика