АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Яваплăх пулмасан... ĕç юхăнать

26 декабря 2008 г.

 

Раштав уйăхĕн 22-мĕшĕнче право йĕркине пăснинчен асăрхаттарас енĕпе ĕçлекен районти комиссин черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Унта комисси членĕсемпе пĕрлех район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, район центрĕнчи предприятисемпе организацисен тата учрежденисен ертÿçисем, районти шалти ĕçсен пайĕн милицин участоксенчи уполномоченнăйĕсем хутшăнчĕç.

Ларура чи малтанах районти шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕ, милици подполковникĕ В. М. Рожков тухса каларĕ. Вăл хамăр тăрăхра криминогенлă лару-тăру 11 уйăхра мĕнле пулнипе паллаштарчĕ. Владимир Михайлович, уйрăммăн илсен, çак тапхăрта ют пурлăха вăрланипе çыхăннă 47 преступление шута илнине, вĕсене уçса парасси, унчченхи çулхи ку вăхăтрипе танлаштарсан, пĕчĕкленнине, 46,2 процентпа çеç танлашнине, выльăх вăрланă 6 тĕслĕхрен 5-шне уçса парайманнине, çынна вĕлернĕ тĕслĕхсем Красноармейски ял тăрăхне кĕрекен Хĕлеç, Крентейкасси тата Хусакасси ялĕсенче вырăн тупнине каларĕ.

Милицин участоксенчи уполномоченнăйĕсен уйрăмĕн пуçлăхĕ П. В. Петров ларура пĕлтернĕ тăрăх, йĕрке пăсма пултаракан тесе шута илнисен йышĕ унчченхи çулхи 84 çынран 55-е çити чакнă. Милицин участоксенчи уполномоченнăйĕсем ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе тата специалисчĕсемпе пĕрле вĕсемпе час-часах калаçусем ирттереççĕ. 11 уйăхра ял тăрăхĕсенче профилактика канашĕсен 89 ларăвне йĕркеленĕ. 100 ытла материала миравай судья патне çитернĕ. Административлă право йĕркине пăсасси ÿсни палăрать: иртнĕ тапхăрта 1000 ытла адмпротокол çырнă, тĕпрен илсен, Красноармейски ял тăрăхĕн территорийĕнче.

Райпо канашĕн председателĕ А. И. Дмитриева милици ĕçченĕсене арăмĕсене хĕнекен упăшкисемпе ытларах ĕçлеме сĕнчĕ (район прокурорĕ, юстици советникĕ А. В. Шабалкин вара вĕсем пирки шалти ĕçсен пайĕпе пĕрлех прокуратурăна та çырса пама ыйтрĕ). Альбина Ильинична кунпа пĕрлех милици сотрудникĕсен авторитетне хăпартассипе, çамрăк милиционерсене пулăшу кÿрессипе ытларах вăй хумаллине палăртрĕ. Район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Л. С. Артемьев тата федераллă казначействăн районти уйрăмĕн ертÿçи Г. Е. Иванов спирт тытакан шĕвексене вăрттăн сутакансемпе вирлĕрех кĕрешмеллине каларĕç.

Ку ыйтупах район пуçлăхĕ С. А. Николаев та сăмах каларĕ. Вăл чылай çĕрте культурăпа спорт ĕçĕн шайĕ пĕчĕккине палăртрĕ, канмалли кунсенче культура учрежденийĕсенче дискотекăсемпе çамрăксем валли ытти мероприятисем нумайрах йĕркелемеллине, шкулсенчи спортзалсем те ĕçлемеллине асăнчĕ. “Красноармейскинчи 2-мĕш вăтам шкул территорийĕнче анчахрах çеç хоккейла выляма çĕнĕ йышши коробка туса пĕтертĕмĕр, официаллă майпа уçман та ăна, унта вара çамрăксем эрех-сăра ĕçмелли вырăн туса хума та ĕлкĕрнĕ”. Район пуçлăхĕ йĕрке тăвас тĕллевпе милицин участоксенчи инспекторĕсен ял тăрăхĕсемпе таччăнрах çыхăнса ĕçлемеллине каларĕ.

Шел те, çакă, сăмахран, Еншик Чуллă ял тăрăхĕн территорийĕнче кирлĕ пек пулса пымасть. Калăпăр, шывпа тивĕçтерес ыйтăва тивĕçлипе татса параймаççĕ, чăн-чăн хуçа çукран Еншик Чуллăри культура учрежденине юхăнтарса янă, паллах, çакна кура çывăхра пурăнакансем урай хăмисемпе чÿрече рамисене иле-иле кайнă. Ларура çавна май милицин ку енри участокри уполномоченнăйĕнчен В. И. Убаковран отчет итлерĕç. Вăл 11 уйăхра ял тăрăхĕн территорийĕнче 24 преступлени шута илнине, çав шутран 20-шне (86 процентне, пĕлтĕрхи çак тапхăрта ку кăтарту 69 процентпа танлашнă) уçса панине, пĕтĕмпе право йĕркине 129 хутчен административлă майпа пăснине (вăл шутра 54-шĕ обществăлла вырăнта ÿсĕр çÿренипе, 33-шĕ тирпей-илем кĕртмелли йĕркене пăхăнманнипе çыхăннă) асăнчĕ. Юпа уйăхĕн пуçламăшĕнче культура вучахĕнчен хăмасемпе чÿрече рамисем илсе кайнипе тĕпчев пынине, кун пирки 50 çынран ыйтса пĕлнине каларĕ.

Ларура ку ыйтупа тунă йышăнура милицин участокри уполномоченнăйĕ В. И. Убаков — çителĕксĕр, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г. Т. Васильев уйрăмах яваплăха туймасăр ĕçленине палăртса хăварчĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика