АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван килте пĕр хуçа кирлĕ

26 декабря 2008 г.

 

Çулталăк вĕçленсе килет. Пур çĕрте те кăçал туса ирттернĕ ĕçе пĕтĕмлетме хатĕрленеççĕ. Упи ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. Григорьев паянхи номерте тунă ĕçсемпе, умри тĕллевсемпе паллаштарма кăмăл турĕ.

Вăхăт калама çук хăвăрт шăвать. Акă хам та сисмерĕм, Упи ял администрацийĕн пуçлăхĕн пуканне йышăннăранпа виçĕ çул та иртрĕ. Çак тапхăрта активпа, хампа пĕр шухăшлисемпе пĕр тĕллевпе çеç ĕçлесе пынă: ял тăрăхĕнче пурăнакан кашни çыннăн пурнăçпа йăла условийĕсене мĕн май килнĕ таран лайăхлатса пырасси пулнă.

Нумаях пулмасть ЧР Президенчĕ Н. Федоров Чăваш Республикин Патшалăх Канашне “Чăваш Ен çитĕнĕвĕ — кашнин пуçарулăхĕнче!” Çырупа тухрĕ. Унăн тĕллевĕ — патшалăх влаçĕн органĕсен, вырăнти хăй тытăмлăхăн тата хуçалăх тытакан субăектсен республикăра халиччен çитнĕ шая тата пурнăç пахалăхне тытса тăма пулăшакан ĕçĕсен тĕп çул-йĕрĕсене кризис пулăмĕсем малалла аталанма пултаракан çитес 2—3 çулхи тапхăрта палăртасси. Çавăнпа та асăннă Çыру пирĕншĕн малашлăхри ĕçсен программи пулса тăрать.

Пирĕн ял тăрăхĕ — районта чи пысăккисенчен пĕри. Паянхи куна 625 хуçалăхра 1829 çын пурăнать. Питех те шел, хăш-пĕр пÿрт-çурта дача вырăнне кăна усă курма пуçларĕç. Çитменнине ял та ватăлса пырать. Акă пĕр тĕслĕх. Кăçалхи вун пĕр уйăхра ял тăрăхĕнче 23 пепке çут тĕнчене килнĕ пулсан, 28 çын ĕмĕрлĕхех çут тĕнчерен уйрăлса кайнă.

Календарь çинче 2008 çул вĕçĕ. Йĕке хÿре çулталăкĕ хыçа юлать, хĕрлĕ Вăкăр çулне кĕретпĕр. Мĕнпе асра юлать-ха иртсе каякан çул? Тÿрех каламалла, кăçал та ял тăрăхĕнче ырă улшăнусем сахал мар вырăн тупрĕç.

Ял тăрăхĕнче виçĕ хуçалăх — “Досаево”, “Янмурзино”, “Пинер” вырнаçнă. Ырлăх-пурлăха хамăр хушса пымасан, аякран никам та килсе туса парас çук. Çакна питех те аван ăнланаççĕ ентешсем. Йывăрлăхсем пулчĕç пулин те, ял хуçалăх çулне япăхах мар вĕçлерĕç хуçалăхсем. Акă, янмурçинсем кашни гектартан вăтамран 24 центнер тĕш тырă, 335 центнер “иккĕмĕш çăкăр” пухса кĕртме пултарчĕç. Тусайсен кăтартăвĕ вара 19 тата 141 центнерпа танлашрĕ. “Пинерте” кĕлет виçипе кашни гектартан 17,3 центнер пĕрчĕллĕ культурăсем пухса илнĕ. Кунти ĕçченсен тăрăшулăхне пула вĕсенче çитес çул валли паха никĕс хывса хăварнă.

Чăваш Республикин Президенчĕ “Чăваш Республикинче автомобиль çулĕсен сечĕсене тăвассине хăвăрт вĕçлес тĕлĕшпе пурнăçламалли мерăсем çинчен” Указ йышăннăччĕ. Ăна пурнăçа кĕртсе пирĕн тăрăхри мĕн пур ялсем Трак тăрăхĕнче чи малтан хытă сийлĕ çулсемпе çыхăнчĕç пулас. Кăçал çеç автотрассăран Пайсупинри кану çуртне çитиччен 500 метра яхăн хытă сийлĕ çул хывса хăварнă. Иртнĕ çул вара Вăрнар районĕнчи Уйкас Кипек ял тăрăхĕпе Пайсупин хушшинчи автоçула ĕçе кĕртме май килчĕ. Халĕ кунсерен Тусайран, Пайсупинран Красноармейскине, Çĕрпĕве, Шупашкара рейслă 5-шер автобус çула тухать. Çакăнпа ял ĕçченĕсем питех те кăмăллă. Кунсăр пуçне “Пятилетка” ООО ертÿçи В. Афанасьев ял тăрăхĕнче спорт, культурăллă ытти мероприятисене ирттерме “ГАЗель” микроавтобуспа, ПАЗ автобуспа спонсорла пулăшу парса пулăшать. Пирĕн тĕллев: çитес çул Кивĕ Йĕкĕт — Упи, Тури Кушар — Тусай автотрассăна тĕпрен юсасси, Красноармейски — Вăрнар, Красноармейски — Канаш маршрутсемпе рейссем уçасси. Кунпа пĕрлех çитес çулсенче ялсен тĕп урамĕсене асфальт сарассипе ĕçлемелле.

Чăваш ен ертÿçи яллă вырăнта пурăнакансене ĕçмелли таса шывпа тивĕçтерес енĕпе тепĕр йышăну тунăччĕ. Çавна май иртнĕ çул Тури Кушар ялĕнче насус улăштартăмăр, Анат Кушар, Тури Кушар ялĕсенче, Янмурçинти икĕ урамра шыв пăрăхĕсене юсарăмăр. Ытти çĕрти евĕрех, пирĕн тăрăхра та ĕçлемелли пурах ку енĕпе. Пĕр тĕслĕх кăна илсе паратăп. Янмурçин ялĕнче шыв пăрăхне 1973 çулта хывнă пулнă. Унтанпа 35 çул иртсе кайнă. Халĕ асăннă ялта çĕнĕ проект туса ку енĕпе республика программине кĕрсе юлас тĕлĕшпе ĕçлетпĕр. Паллах, пирĕн ку таранччен мĕн тунине юсаса, сыхласа хăварас тĕлĕшпе те вăй хумалла.

Темĕнле йывăр пулсан та, ял малаллах аталанать. Эпир çулленех район администрацийĕпе пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлеме килĕшÿсем тăватпăр. Çакăн усси пысăк. Пирĕн тăрăхра та килти хушма хуçалăха аталантарма çăмăллăхлă кредитсем илекенсен хисепĕ ÿссех пырать. Акă, виçĕм çул ентешсем патшалăхран 5 миллион тенкĕ кивçен укçа илнĕ пулсан, иртнĕ çул 44 çын патшалăх пулăшăвĕпе (7302 пин тенкĕлĕх) усă курма пултарчĕç. Тĕпрен илсен, çав укçана вĕсем çамрăк выльăх-чĕрлĕх туянма, хуралтăсене юсама тата çĕнетме усă кураççĕ. Янмурçинти И. Тимофеевпа А. Порфирьев вара Т-25 трактор, УАЗ автомашина туянчĕç. Кăçалхи вун пĕр уйăхра вара Упи енти 21 çын (3203 пин тенкĕлĕх) çăмăллăхлă кредит илнĕ.

Çу кунĕсенче ялсенче тăтăшах пăчкăпа пуртă сасси илтĕнет. Çамрăк мăшăрсем, хуларан яла куçса килнисем çĕнĕ пÿрт-çурт çĕклеççĕ. 2007 çулта кăна 11 çемье (1318 тăваткал метр) çĕнĕ пÿрт-çурта пурăнма куçнă. Халĕ 8 çемье пус çумне пус хушса малалла çĕнĕ хуралтăсем çĕклет.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн “ЧР вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен хваттер ыйтăвĕсемпе нушаланакансене тата çурт-йĕр çĕклеме (туянма) патшалăх пулăшăвĕ илекенсене шута илесси” йышăнăвне тĕпе хурса эпир иртнĕ çул 10 çемьене хамăр пата учета тăратнă. Çапла майпа пĕлтĕр çамрăк 3 çемье “Ялăн 2010 çулчченхи социаллă аталанăвĕ” программăпа федераллă бюджетран 440,35 пин, вырăнти бюджетран 587,14 пин тенкĕ, “Пурăнмалли çурт-йĕр” программăпа 314,28 пин тенкĕ субсиди илме пултарчĕç. Кăçалхи ял ĕçченĕсен уявĕнче Янмурçинти выльăх пăхакан Григорьевсен çемйи хваттер условийĕсене лайăхлатма 200 пин ытла тенкĕлĕх свидетельство илчĕ.

Пĕлтĕрхи ноябрь уйăхĕнче Чăваш Республикин Президенчĕ Н. Федоров тата тепĕр Указ — “Чăваш Республикинче ялти культура учрежденийĕсене аталантарас енĕпе пурнăçламалли мерăсем çинчен” — йышăнчĕ. Питех те кирлĕ йышăну тесшĕн эпĕ ăна. Унтанпа вăхăт самаях иртрĕ. Çак тапхăрта эпир Тусайри кану çуртне юсаса çĕнетрĕмĕр. Кăçалхи кĕр кунне “Стройсервис” ООО (ертÿçи В. Филиппов) строителĕсем çине тăнипе Пайсупинри кану çурчĕн (заведующийĕ Л. Архипова) тăррине çĕнĕрен витрĕмĕр. Паян-ыран çурта “сенкер çулăмпа” хутса ăшăтмалла тăвасшăн. Хатĕрленÿ ĕçĕсене пĕтĕмпех туса ирттернĕ. Упири кану центрĕ вара “Чăваш Ен культури” республикăри тĕллевлĕ программăна кĕрсе юлчĕ. Кăçалхи кĕркунĕсенче ЧР Культура, национальность ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрествин комиссийĕ кану центрĕн ĕçĕ-хĕлĕпе пур енлĕн паллашрĕ. Каярах конкурс комиссине тивĕçлĕ документсем тăратрăмăр, унта çĕнтерме пултартăмăр. Çапла вара кăçал кану центрне вуншар пин тенкĕлĕх оборудовани, ытти япаласем килмелле. Халĕ çутă, сасă, видео аппаратури килсе çитнĕ, “Паха тĕрĕ” фабрикăра костюмсем çĕлеççĕ, сценăн чаршавне (занавесне) илсе килнĕ. Çÿлерех асăннă общество строителĕсем малалла юсав ĕçĕсем ирттереççĕ. Мĕн пур ĕçе вĕçлесен, палăрмалла ырă улшăнусем пулмалла кунта. Паянхи куна кану центрне Г. Борисова ертсе пырать, илемлĕх ертÿçинче Л. Васильева тăрăшать. Юсав ĕçĕсем пыраççĕ пулин те, кружоксен (вĕсем пурĕ 11), творчество пĕрлешĕвĕсен ĕçĕ-хĕлĕ пĕр самантлăха та чарăнмасть.

Пирĕн ял тăрăхĕн территорийĕнче икĕ шкул вырнаçнă. Упири пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул тата Упири ятарлă шкул. Вĕсем приоритетлă “Вĕрентÿ” наци проектне пурнăçа кĕртес çĕрте пысăк ĕç туса ирттереççĕ. Вăтам шкулăн (директорĕ Ю. Федоров) юлашки çулсенчи тĕрлĕ шайри ăмăртусенчи тÿпи сумлă, вăл РФ Президенчĕн Грантне — 1 миллион тенкĕлĕх — çĕнсе илме пултарчĕ. Шкулăн ĕç воспитанине пурнăçлама 12 гектар çĕр, микроферма, автотранспорт, тĕрлĕрен ял хуçалăх техники пур. Кăçал, авă, çул çитмен çамрăксен ĕç бригадисен республикăри фестивалĕнче Упи шкулĕнчи “Муравейник” бригада 1-мĕш вырăн йышăнчĕ.

Унччен юхăнса ларнă кивĕ шкул çурчĕ вырăнĕнче халĕ ятарлă шкул. Ял сăнне çĕнĕ сăн кÿме тытăнчĕ вăл. Кунти коллектив (ертÿçи Ю. Васильев) тасалăхпа тирпейлĕх ыйтăвне чи малти вырăна хурать: çу кунĕсенче тĕрлĕ тĕслĕ чечексем хăй ытамне илеççĕ, кăçал вара шкула кĕнĕ çĕрте фонтан ĕçе кĕртрĕç. Вăл район шайĕнчи “Чи ăнăçлă учреждени” конкурсра çĕнтерчĕ, Раççей шайĕнчи тупăшура палăрчĕ.

Ятарлă шкула хирĕç Упири Таса Турă амăшĕ çуралнă ятпа хисепленекен чиркÿ ĕçлет. Чиркÿ старостине А. Кузьмина, Тусай çыннине В. Каткова вăй-хал çитерсе ăна ĕçе кĕртнĕшĕн чиркÿ прихутне кĕрекен, Мăн Çавал юхан шывĕ тăрăхĕнчи ялсенче пурăнакансем, чиркĕве çÿрекен çынсем чĕререн, ыр кăмăллăхпа тав сăмахĕ калаççĕ. Кунсăр пуçне пирĕн шкул çулне çитменнисен “Парăс” ача яслийĕ пур. Унта 40 ытла ача çÿрет.

Упи ялĕнче тĕслĕх библиотека уçсан, вулавăша çÿрекенсен хисепĕ самаях пысăкланчĕ. Кунта вĕренекенсен тавра курăмне аталантарма мĕн пур условисем пур: тĕрлĕ тĕслĕ кăтартакан телевизор, принтер, сканер, çĕнĕ компьютер, видеоплеер, Интернет сечĕпе çыхăннă.

Ял çыннисен кулленхи ыйтăвĕсене татса панă çĕрте райпон — 5, уйрăм çыннăн 2 магазинĕ, сывлăхне пăхса тăма 4 фельдшерпа акушер пункчĕ ĕçлеççĕ. Кăçал çеç Тусайри ФАП патне 180 метр шыв пăрăхĕ туртрăмăр. Лицензи илме укçа-тенкĕ уйăртăмăр.

Паллах, ял тăрăхĕ çеç мĕн пур ыйтăва пĕччен татса параймасть. Пĕччен хулă хуçăлать теççĕ. Çакăнта пире ял старостисем Е. Петров (Упи), В. Николаев (Çĕнĕ Йĕкĕт), А. Гаврилов (Анат Кушар), Г. Иванова (Тури Кушар), В. Федорова (Янмурçин), П. Яковлев (Пайсупин), Е. Яковлева (Кĕрекаç), В. Архипов (Тусай, вăл нумаях пулмасть пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ, йывăр тăпри çăмăл пултăр) калама çук пысăк пулăшу параççĕ. Ял тăрăхĕн администрацийĕ кăларакан мĕн пур йышăнусене вăхăтра ял çыннисем патне çитерме тăрăшаççĕ. Тав вĕсене. Ахальтен мар ĕнтĕ çĕнĕйĕкĕтсем хăйсен старостин В. Николаевăн ĕç-хĕлне кăтартакан документсене районти конкурса тăратма пулчĕç. (Вăл çине тăнипех кăçал Мăн Çавал шывĕ урлă кĕпер тума никĕс хывса хăвартăмăр). Кунпа пĕрлех ял тăрăхĕ çумĕнчи профилактика, çамрăксемпе ĕçлекен (Л. Осипова), хĕрарăмсен (А. Леонидова), ветерансен (Н. Осипов, К. Петров, А. Егоров) совечĕсен ĕçне лайăх енчен палăртса хăвармалла.

Юлашки вăхăтра тирпей-илемшĕн те ытларах тăрăшма пуçларăмăр. Халĕ территорисене çÿп-çапран тасатас тĕлĕшпе тăтăшах субботниксем йĕркелетпĕр. Клубсемпе шкулсен, социаллă ытти обăектсен çывăхĕнче чечек клумбисен хисепĕ ÿсрĕ. Çуркунне Упи — Тусай автоçул хĕррине 5 пин ытла, кĕркунне Упин пулас масарĕ тавралла 2 пин ытла йывăç-тĕм лартса хăвартăмăр. Халĕ ял тăрăхĕн территорийĕнче “Чи лайăх ял”, “Чи лайăх урам”, “Чи лайăх хуçалăх” конкурссем ирттеретпĕр. Тупăшура Çĕнĕ Йĕкĕт ялĕ, унти В. Кацов ячĕллĕ урам мала тухрĕç. Тусайри Димитриевсен кил-çуртне чи лайăххи тесе палăртнă. Вĕсем районта та палăрчĕç. Çулленех “Чечеклен, Упи ен” чечек юратакансен конкурсне йĕркелетпĕр. Кунсăр пуçне кашни çул ял уявĕсем, тĕп усадьбăра Çамрăксен кунне ирттеретпĕр.

Спортпа туслисен, сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансен хисепĕ те ÿссе пырать пирĕн тăрăхра. Çакна шкулсен коллективĕсем, ял тăрăхĕн команди район шайĕнчи спорт ăмăртăвĕсене хутшăнса призлă вырăнсене çĕнсе илни яр уççăн çирĕплетет. Эпир “Нацисен кросне”, “Раççей йĕлтĕр йĕрĕ” ăмăртусене кашни çулах хутшăнатпăр. Ентешсен, СССР тата Раççей чемпионĕн Г. Григорьевăн, спорт мастерĕн А. Николаевăн республика-район шайĕнчи ăмăртăвĕсене ирттерме пысăк пулăшу кÿретпĕр.

Пирĕн тĕллевсем паллă. Вĕсене пурнăçа кĕртессишĕн хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех тăвăпăр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика