23 декабря 2008 г.
Район хаçачĕ маншăн чи çывăх тус вырăнĕнчех. Пĕр страницине сиктермесĕр вулатăп ăна. Уйрăмах шкул хыпарĕсем çывăх. Унпа пĕрлех кулăш тематикипе çыхăннă материалсемпе паллашатăп.
Кăçал хам та хаçата çырма тытăнтăм. Шкул пурнăçĕпе ытларах кă-сăкланатăп. Тата сăвăсем çырма пуçларăм. Пĕрре-мĕш сăввине хамăн аннене — Татьяна Алексеева вĕрентекене — халалларăм.
Тавах, тутлă апат-çимĕçшĕн
Красноармейскинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 2-мĕш вăтам шкулта столовăй пур. Кунти Альбина Николаевапа Люба Андреева поварсем тарават та ырă чунлă. Вĕренекенсем апатланнипе пĕрлех черечĕпе дежурство тăраççĕ, поварсене пулăшаççĕ. Иккĕшĕ те ĕçе парăнни куç умĕнчех.
— Тавах сире, тутлă апат-çимĕç ăстисем, — теççĕ вĕсене мухтаса ачасем.