23 декабря 2008 г.
Çын 70 çул хушшинче 384 пин километр утать иккен.
Ним хускалмасăр та пурăнма пулать. Çав йышра ÿсен-тăрансем, тинĕс-океансенчи губкăсемпе коралсем. Куçакансен шутĕнче эпир те — çынсем. Утăм, васкамасăр утни, икĕ урапа, пĕрине тепринпе улăштарни, палăртать пире. Çакна пурнăçлама мышцăсем пулăшаççĕ, вĕсем çынра 680 таран пулаççĕ. Хăш-пĕр гусеницăсен вара 4 пине те çитет.
Акă тата мĕн. 70 çул хушшинче çын 384 пин километр (Çĕрпе Уйăх хушши) утать иккен.
Мышца — чи вăйлă, шанчăклă орган. Ăна машинăсен двигателĕсем те çитеймеççĕ, пăспа ĕçлекеннисем татах та вăйсăртарах. Унăн усăллă ĕçсен коэффициенчĕ (КПД) 50 процента çитет. Машинăсен — 35 процента яхăн çеç.
Шăнсан, чĕтреме пуçлатпăр эпир. Ку вăл мышцăсем хăйсемех, хушасса кĕтмесĕр, ĕçлеме пуçланине пĕлтерет. Ăшă вăл кăларать, хускану пулать. Мышцăсен клеткинче апачĕ кăна кирлĕ, çав пĕтсен, хускану та сÿнсех пырать. Ун пек чух чĕркуççисем хускалмаççĕ.
Çут çанталăк утăм тума суставсем панă пире. Ку, чăнах та, тĕлĕнтермĕш япала. Вĕсем хускалаймасан утман та пулăт-тăмăр вĕт. Суставсем куçма пултарни пурнăçа илемлĕрех тăвать. Шăмăпа шăмă хушшинчи кăмăрчăк (хрящ) шуçăклă, мĕншĕн тесен суставăн миххи (сумка) ятарлă шĕвек кăларать. Хусканнă чух сывă сустав хăйне хăй “шăварать”, типме памасăр. Чир тени ăна та ярса илет тепĕр чух. Хусканнă чух шакăртатсах ыратать, пусма та памасть. Çавăнпа та вăхăтра сипленес пулать. Шăмăсем пулмасан та хускану тăваяс çукчĕ эпир.
Кĕлеткери мĕн пур шăмăсем пĕрле 8 килограмм çеç таяççĕ. Ку утма çăмăллăх парать, тем тесен те. Пушă пулин те, акă, пĕç шăмми 1,5 тонна таран чăтма пултарать.