23 декабря 2008 г.
Вăрнарта ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен турнирĕ иртнĕ.
Унта Красноармейскинчи "Вольник" клуба çÿрекенсем те, В. Григорьевпа Д. Максимов тата Л. Павлов тренерсен вĕренекенĕсем, 12 ача хутшăннă.
Никита Дубовпа (35 кг виçе) Фарух Махмадалиев (38 кг) уйрăмах ăнăçлă кĕрешнĕ, çĕнтерÿçĕ ята тивĕçнĕ. Кирилл Спиридонов (27 кг) виççĕмĕш вырăн йышăннă. Вĕсем Леонид Павлов тренер патĕнче ăсталăха туптаççĕ.