23 декабря 2008 г.
Раççейре 1992 çултан тытăнса ĕнтĕ пирус-чĕлĕм туртнинчен хăтăлассипе кĕрешÿ пырать. Апла пулин те 16 çул хушшинче тĕтĕм-сĕрĕме çăтакансен йышĕ 440 пин çын хушăнчĕ.
Халь çĕр-шывра статистика çапларах: арçынсен — 65, хĕрарăмсен 30 процентне яхăн чĕлĕм-пируспа туслă. Çав шутран арçынсен — 80, хĕрарăмсен 50 проценчĕ 18 çултанпах туртаççĕ.
Уйрăмах çамрăк хĕрарăмсен пирус-чĕлĕм туртасси йăлана кĕнĕ. Акă, сăмахран, 20—29 çулсенчисен ушкăнĕнче туртаканнисем 60 çулхисенчен 10 хут нумайрах.
Чылайăшĕ, пирус - чĕлĕмпе çывăхланасси, туртасси вăл йăлана кĕнипе çыхăннă. Тата унран хăвăртах уйрăлмалла пек. Шел пулин те, хăнăхнă йăла тепĕр чухне “чире” куçни куç умĕнчех. Çын йăлтах тĕтĕм-сĕрĕм тыткăнне çакланать. Кунта пĕрехмай туртакансене медицина кăна çăлма пултарать.
Теприсен шухăшĕпе хăйсем мăнтăрланнипе кĕрешме пирус-чĕлĕм туртни пулăшать, теççĕ. Тĕрĕс шухăш мар ку. Туртни йывăрăша чакармасть, хырăм выçнине çеç лăплантарать.
Хăш-пĕр çынсем хăйсем туртмаççĕ, туртакансем хушшинче пулма тăрăшаççĕ. “Хăрушă мар çакă. Эпĕ туртмастăп вĕт”, — тесе харпăр хăйне лăплантараççĕ. Тĕрĕс мар шухăшлаççĕ. Çакă та сывлăхшăн палăрмаллах сиенлĕ.
Ашшĕ-амăшĕ пирус-чĕлĕме парăннă çемьесенче ачасем 4-5 хутчен ытларах шăнса пăсăлаççĕ, ăс-тăн енчен йăвашрах аталанаççĕ.