23 декабря 2008 г.
Раштав уйăхĕн 15-мĕшĕнче, çур çĕр иртни 3 сехет те 50 минутра райпон Кÿлхĕрри Карай ялĕнчи лавккинче пушар тухнă. Тепĕр 10 минутран кун пирки пĕлтерни Красноармейскинчи 32-мĕш пушар чаçне çитнĕ. Кунти пĕрремĕш отделени тревогăпа çийĕнчех пушар сÿнтерме тухса кайнă. Пушар чаçĕн диспетчерĕ “Караево” ял хуçалăх производство кооперативне те хыпар çитернĕ, шел те, 3 çухрăмра кăна пулсан та, водительсен дежурствине йĕркелеменрен кунти пушар автомашини вут-кăвар сÿнтерме тухайман. Тăкак çавна май та ÿснĕ. Пушар хуралĕн ĕçченĕсем 12 çухрăмран пырса çитнĕ çĕре лавкка уçă çулăмпах çуннă. Малтанхи тĕрĕслев вăхăтĕнчех Кÿлхĕрри Карайра стационарлă телефон ĕçлеменни, башньăран шыв илмелли хатĕр çукки палăрнă.
Пушар сăлтавĕ — лавкка çуртне кĕртнĕ çĕрти электропăралук çинче кĕске замыкани пулни. Вутра 99 тăваткăл метр лаптăклă лавкка çунса кайнă, малтан шутланă тăрăх, тăкак 300 пин тенкĕне яхăн.