23 декабря 2008 г.
Эпĕ райхаçатăн унчченхи номерĕсенчен пĕринче çитес çул тыл ĕçченĕсене, ĕç ветеранĕсене,Чăваш Республикин ĕç ветеранĕсене çăмăллăхсене укçан саплаштарасси пирки пĕлтернĕччĕ. Хальхинче республика правительствин декабрĕн 10-мĕшĕнчи ларăвĕнче çирĕплетнĕ “Уйрăм категорири граждансене пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă çăмăллăх-семшĕн уйăхсерен паракан çăмăллăхсем çинчен” постановленийĕпе паллаштарасшăн. Аяларах асăннă категорисенчи çăмăллăхçăсене пурăнмалли хваттершĕн тата коммуналлă çăмăллăхсемшĕн çитес çулран уйăхсерен çакăн пек тÿлеççĕ:
— Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин инваличĕсен, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннисен, инвалид пулнисен — 605 тенкĕ;
— Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннисен — 360 тенкĕ;
— “Ленинград блокадинче пурăннисене” паллăпа наградăланисен, инвалидлăх пуррисен — 360 тенкĕ;
— çапăçусене хутшăннă ветерансен — 175 тенкĕ;
— çарта пуç хунă (вилнĕ) вăрçă инваличĕсен, вăрçа хутшăннисен, çапăçусенче пулнă ветерансен çемйисене — 300 тенкĕ;
— инвалидсене — 300 тенкĕ;
— инвалид ача пăхакан çемьесене — 905 тенкĕ;
— Чернобыль аварине сирме тата ытти радиациллĕ катастрофăсене хутшăннисене (ПО “Маяк”, Семипалатинск ) — 360 тенкĕ.
Çăмăллăх укçисемпе çыхăну уйрăмĕсемпе перекет банкĕ тивĕçтереççĕ.
Тата çакна тепĕр хут çирĕплетесшĕн. Социаллă çăмăл-лăхлă çул çÿрев билетне пăрахăçламаççĕ. 2009 çулхи кăрлач уйăхĕнчен тытăнса усă курмалли билет хакĕ 345 тенкĕ пулать.