23 декабря 2008 г.
Тулли мар яваплă “Шатьма” пĕрлешÿ аталану çулĕпе утма тĕллев тытни куç умĕнчех. Кăçал ку коллектив кашни гектартан вăтамран 20 центнер тĕш тырă пухса кĕртрĕ, ĕне пуçне иртнĕ 11 уйăхра 4733 килограмм сĕт суса илнĕ, мăйракаллă шултра выльăхсен йышне, пĕлтĕрхи çав вăхăтрипе танлаштарсан, 39 пуç ÿстернĕ. Малашлăх пирки шутласах ĕнтĕ, Четрикри çурма арканнă витене тĕпрен юсаса ĕне выльăх усрамалла тунă. Декабрь пуçламăшĕнче унта пăрусемпе ĕне выльăхсем 53 пуç куçарса пынă.
— Пĕр енчи стена 11 метра яхăн, вите пуçĕ ишĕлсех аннăччĕ тата ытти те. Çавăнпа витене кăшт пĕчĕклетме тиврĕ. Кантăкпа кантăк хушшисене те çĕнĕрен купаласа йĕркелештертĕмĕр. Николай Никитин, вăл бригадир вырăнĕнче пулнă, Сергейпа Юрий Александровсем кĕске хушăрах пысăк ĕç турĕç. Чăн-чăн маттурсем, — ĕç-пуçпа паллаштарнă май, хастарсене ырламасăр чăтаймарĕ пĕрлешÿ ертÿçи Г. Васильев. — Вĕсене Николай Васильев тракторист стройматериалсем тата ытти те кÿрсе килме пулăшкаланă, паллах.
— Вити, чăн та, юхăнсах çитнĕччĕ. Ăна паянхи пек шая çитерме нумай ĕçлерĕмĕр. Тăрăпа алăксене тата кантăксене йĕркене кĕртрĕмĕр тата ытти те, — калаçăва хутшăнчĕ Николай Никитин. Сăмах май, вăл тата вите юсанă çĕре хутшăннă Юрий Александров халĕ кунта ĕне выльăх пăхаççĕ. Ĕç условийĕсем ку фермăра та япăх тесе калама май çук.
“Шатьмара” хĕле тĕплĕн хатĕрленнĕ. Ĕне витисен урай хăмисене тĕпрен çĕнетсе тухнă. Дояркăсен ĕç условийĕсене лайăхлатас тĕлĕшпе ятарлă ăшă пÿлĕм йĕркеленĕ. Ĕне сăвакансем унпа кăмăллă.
Выльăхсем валли утă — 500, улăм 100 тонна янтăланă. Фуражĕ те çителĕклех.
Г. Васильев ертÿçĕ пире, район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникне Ю. Петрова, выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцин тĕп врачне В. Николаева тата çак йĕркесен авторне, ферма хуçалăхĕпе паллаштарса, кăтартса çÿрерĕ. Витесене кĕрсе куртăмăр, вĕсенче ăшă, таса. Паниçкесем паха утта çăвар туллин пĕтĕреççĕ.
Хĕрринчи витере икĕ вăкăр тăрать. Вĕсенчен пĕри уйрăмах тĕреклĕ.
— Миçе килограмм таять-ха ку вăкăр? — интереслентĕмĕр эпир.
— 900 килограмран кая мар. Ăна тăватă çул каялла Алманч ферминчен илсе килнĕ. Вăт çавăн пек ÿссе аталанса кайрĕ. Миша ятлă вăл, — пĕлтерчĕ Герман Геннадьевич.
Йыш хушăнсах пырать. “Малтанхи кун çеç тепĕр ĕне пăруланă”, — тесе пĕлтерчĕ Г. Васильев.
Шухăш-ĕмĕчĕсем пысăк ертÿçĕн. Анчах укçа-тенкĕ ыйтăвĕ ăна пăвмаллипех пăвать. Ку пĕтĕмпех пĕрлешÿрен ăсатнă сĕтшĕн Красноармейскинчи сĕт-çу завочĕ укçа пама тытăнса тăнипе çыхăннă. Асăннă завод “Шатьма” умĕнче 2,5 миллион тенкĕ парăма кĕрсе кайнă.
— Август — октябрьшĕн халăха ĕç укçи пама 5 ĕнене аша ăсатма тиврĕ. Ноябрьшĕн тÿлеме тепĕр ĕне яма тивет пулĕ. Пулăшу ыйтса унта, кунта çитетĕн. Анчах эсĕ никама та кирлĕ мар, — кăмăлсăррăн пĕлтерет Г. Васильев ертÿçĕ. — Сĕт-çу завочĕ парăмсемпе татăлнă пулсан, Четрикри вите те выльăхсемпе тулатчĕ. Кĕркуннепе халăх выльăхĕ тутарсем патне нумай ăсанчĕ. Укçа пулнă пулсан эпĕ те илсе юлаттăмччех. Халĕ Четрикри фермăра выльăхсен йышĕ малтан палăртнин çуррине яхăн çеç…
Чăн та, паян ял хуçалăхĕнче йывăрлăхĕсем тупăнсах пыраççĕ. Анчах пĕринчен хăтăлатăн, хыçранах тепри сиксе тухать. Çавăнпа çемçе чунлисем хăйсем суйласа илнĕ çултан пăрăнма тăрăшаççĕ. Г. Васильев вара йывăрлăхсемпе çине тăрса кĕрешет, хăйĕн тата мучăшĕн (кунта сăмах районти пĕртен-пĕр Совет Союзĕн Геройĕ Владимир Васильевич ВАСИЛЬЕВ пирки пырать — автор) ятне çĕре ÿкересшĕн мар. Тата туртана тăнă пулсан, лава вĕçне çитиех туртмаллине лайăх ăнланать. Çавăн пек çынсем район, республика тата çĕр-шыв ят-сумне çĕклеççĕ те. Пирĕн вĕсемпе мăнаçланмалла, çивĕч ыйтусене татса пама май пур таран пулăшма тăрăшмалла.