АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Трак енре “Хыпар” хаçат кунĕ

23 декабря 2008 г.

 

Раштав уйăхĕн 15-мĕшĕнче пирĕн районта республикăри “Хыпар” хаçат кунĕ иртрĕ.

Унта хутшăнма Трак ене “Хыпар” издательство çурчĕ” патшалăх унитари предприятийĕн генеральнăй директорĕн-тĕп редакторĕн çумĕ Г. А. Максимов тата ку хаçатăн социаллă пурнăç пайĕн редакторĕ, хамăр ентеш, Кайри Карăк ялĕнче çуралнă В. И. Смирнова килчĕç. Хăнасем малтанах район администрацийĕн çуртĕнче ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, райцентрти предприяти-организаци ертÿçисем умĕнче тухса каларĕç, хаçат интереслĕрех пултăр тесен, вулакансен шухăшне те туллин пĕлме кирлине уйрăммăн палăртрĕç. Районти “Ял пурнăçĕ” хаçат редакторĕ И. А. Прокопьев ку курнăçура хаçатсен пурнăçа пур енлĕн сăнламаллине, вĕсенче вырăнти кулăшсем те, “Ача-пăча калаçать” рубрика та пулмаллине каларĕ. Ытти сĕнÿсем те пулчĕç.

Тĕл пулусем кунпа пĕрлех райпора, сывлăх сыхлавĕн “Красноармейскинчи тĕп больница” муниципаллă учрежденийĕнче, РФ Пенси фончĕн районти управленийĕнче, Трак гимназийĕнче тата Красноармейскинчи 2-мĕш вăтам шкулта та иртрĕç. Хаçат представителĕсем патне вĕсенче те ыйтусемпе сĕнÿсем сахал мар пулчĕç.

“Хыпар” хаçат кунне халăх пултарулăхĕн районти çуртĕнче ĕçлекенсем те хутшăнчĕç, хăйсен юррисемпе Красноармейскинчи почта çыхăнăвĕн уйрăмĕн çурчĕ çывăхĕнчи “Чăвашпичет” киоскĕ патне пухăннă вулакансене савăнтарчĕç.

Республикăри “Хыпар” хаçат представителĕсем район пуçлăхĕпе С. А. Николаевпа та курнăçрĕç, икĕ енлĕ çыхăнусене тарăнлатса пымалли майсене сÿтсе яврĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика