23 декабря 2008 г.
Декабрĕн 17-мĕшĕнче Трак енре те черетлĕ Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртрĕ. Ун вăхăтĕнче Чăваш Республикин Президенчĕ Н. Федоров ЧР Патшалăх Канашне янă “Чăваш Ен çитĕнĕвĕ — кашнин пуçарулăхĕнче!” Çырăва тата республика Президенчĕн “Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ çинчен” тата “Алкогольпе усă курнине, алкоголизмпа ĕçкĕ-çикĕрен профилактика тăвассине тĕрĕслесе тăрассине вăйлатмалли хушма мерăсем çинчен” Указĕсене тишкерчĕç. Информаци кунне республика представителĕсем те хутшăнчĕç.
Çак кун ЧР Шалти ĕçсен министрĕн пĕрре-мĕш çумĕ В. С. Яковлев район пуçлăхĕпе С. А. Николаевпа тата районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕпе В. М. Рожковпа пĕрле Упири хупă йышши пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкула (ăна 5-мĕш çул район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Ю. А. Васильев ертсе пырать) çитсе курчĕ. Халĕ кунта республикăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен килнĕ 12—16 çулсенчи 25 ача вĕренсе воспитани илет. Вĕсене пăхакансем вара икĕ хут та ытларах. Уроксем 40 минута пыраççĕ. Ачасем чăваш, вырăс тата акăлчан чĕлхисене алла илеççĕ, спорт ăмăртăвĕсене (шкултисĕр пуçне районтисене тата республикăрисене те) хутшăнаççĕ. Ашшĕ-амăшĕсем те вĕсем патне килсе çÿреççĕ. Столовăйра воспитанниксене кашнине кунне 120-шер тенкĕлĕх пысăк калориллĕ апата 5 хутчен çитереççĕ, сĕтелсем улма-çырлапа пахча çимĕçрен те пуян.
Информушкăн членĕсем ачасемпе, директорпа тата педагогсемпе курнăçса калаçрĕç, вĕрентÿ пÿлĕмĕсенче, акт, тренажер, спорт залĕсенче, ĕç мастерскойĕнче пулса курчĕç.
Унтан вĕсем Мăн Шетмĕри Совет Союзĕн Геройĕ В. В. Васильев ячĕллĕ вăтам шкула çитрĕç, ку тăрăхри активпа тата педагогсемпе тĕл пулчĕç. Районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ В. М. Рожков пĕлтернĕ тăрăх, кăçал Трак енре унчченхи çулхинчен сахалтарах преступлени шута илнĕ, çула çитмен çамрăксем те йĕркене пĕлтĕрхинчен сахалтарах пăснă. Çав хушăрах çынна вĕлересси 1 тĕслĕхрен 3-не çитнĕ. Преступлени тăвасси Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕн территорийĕнче те пĕчĕкленнĕ.
Район пуçлăхĕ С. А. Николаев тĕл пулăва пынисене ял хуçалăх çулталăкĕн хăш-пĕр кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Акă, районти 23 хуçалăхран 20-шĕ çулталăка тупăшпа вĕçлесе пыраççĕ. Районта тĕш тырă, çĕр улми, сĕт туса илесси тупăшлă. 4 хуçалăх — “Красное Сормово”, “Волит”, “Караево” тата В. Васильева хресчен-фермер хуçалăхĕ — фермăсене тĕпрен юсама пĕтĕмпе 35 миллион тенкĕлĕх кредит илнĕ. Килти уйрăм хуçалăхсен 15 проценчĕ те хушма хуçалăха аталантарма пурĕ 114 миллион тенкĕлĕх кредитлă пулса тăнă. Пĕчĕк предприятисен хисепĕ ÿснĕ, тавар çаврăнăш калăпăшĕ пысăкланнă. 9 уйăхра красноармейскисем 38 миллион тенкĕлĕх налук пухнă (ку кăтарту республикăри чылай районтан пысăк та).
“Шел те, эпир Мăн Шетмĕ тăрăхĕнче, “Шатьма” пĕрлешÿсĕр пуçне, ытти хуçалăхсен аталанăвĕпе мухтанма пултараймастпăр. Усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе çитес çул та малалла ĕçлемелле, ял хуçалăх предприятийĕсен экономикине тĕреклетсе пыма майсем тупса ĕçе кĕртмелле”, терĕ район пуçлă-хĕ. Станислав Андреевич кунпа пĕрлех Мăн Шетмĕ тăрă-хĕнчи ялсене асфальт сарнă çулсем тата чаплă йышши кĕ-пер тума 100 ытла миллион тен-кĕ уйăрнине, вĕренекенсене кунти никĕс (базовăй) шкула турттарма 2 автобус панине каларĕ.
ЧР Шалти ĕçсен министрĕн пĕрремĕш çумĕ В. С. Яковлев вара Пĕрлехи информаци кунĕн темисене çутатнă май, Чăваш Ен Президенчĕ Патшалăх Канашне янă Çырура патшалăх влаçĕпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕçĕн приоритетлă енĕсене кăтартса хăварнине палăртрĕ. “Н. Федоров Президент пирĕнтен кашнинех пуçаруллă пулма ыйтать”, терĕ Вячеслав Семенович. Чăн та, тĕрĕсех, пирĕн ку таранччен мĕн тунине çухатмалла мар, упраса-аталантарса пымалла, потребитель шухăшлавне улăштарма çине тăмалла. Министрăн пĕрремĕш çумĕ преступлени тăвасси республика шайĕнче те пĕчĕкленнине, çав хушăрах çын вĕлересси (пурĕ 179 тĕслĕх) ÿснине асăнчĕ, çакă çемьесенче ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхни нумайланнипе килсе тухнине палăртрĕ.
Ял çыннисем тĕл пулура тĕрлĕ ыйтусем хускатрĕç. Акă, Четрикри Г. А. Филиппова харăсах темиçе ыйту çĕклерĕ. Галина Алексеевнана ялти асфальт çултан Набережная урама пăрăнса кĕмелли вырăна йĕркеллĕ туса хăварманни, халăхран пухнă сĕтшĕн укçа тÿлеменни, ял халăхĕ валли ĕç çукки канăçсăрлантарать. Шкул директорĕ, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ А. И. Васильев “Анаткас — Çĕрпÿ” маршрутлă автобуса канмалли кунсемпе пĕрлех ĕç кунĕсенче кăнтăрла та çÿретме сĕнчĕ. Ф. П. Петрова педагог, Р. Г. Герасимова библиотекарь, ыттисем çĕкленĕ ыйтусем те тĕрĕсех, вĕсене те пĕр пулса вăхăта тăсмасăр татса памалла.
Унтан информаци ушкăнĕн членĕсем “Шатьма” пĕрлешÿре пулса кунти производство обăекчĕсемпе паллашрĕç, хуçалăх ертÿçипе Г. Г. Васильевпа калаçрĕç.
Мăн Шетмĕ енри тĕл пулусене ку ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. И. Федоров та хутшăнчĕ.