АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăрпăк — вылямалли тетте мар

19 декабря 2008 г.

 

Ачасем шăрпăкпа вылясран асăрхаттарсах тăратпăр пулин те, вĕсене пула вут-кăвар час-часах тухать.

Кăçал çеç ачасем шăрпăкпа ашкăннипе Чăваш Енре 58 пушар тухнă, вутра 5 ача вилнĕ, 2 миллиона яхăн тенкĕлĕх пурлăх пĕтнĕ.

Пирĕн районта та кăçал пĕчĕккисене пула 6 пушар тухнă (пĕлтĕр 1 пулнă). Акă, августăн 23-мĕшĕнче Упири пĕр хуçалăхра кил хуçин 2002 тата 2004 çулсенче çуралнă ачисем шăрпăкпа вылянине пула пурăнмалли çурт-йĕрпе хуралтăсем çунса кайнă. Тăкакĕ — 100 пин тенкĕне яхăн.

Августăн 25-мĕшĕнче вара Липовкăра вут-кăвар алхаснă. Кил хуçин 2003 çулта çуралнă ывăлĕ утă купине чĕртсе янă. Вăл тĕпĕ-йĕрĕпех çуннă, хуралтăсем те сиенленнĕ. Тăкак — 500 пин тенкĕлĕх.

Çавăнпах ашшĕ-амăшĕн шăрпăка ачасем илеймен вырăнта упрамалла, вĕсене электроприборсемпе, газ плитисемпе усă курма ирĕк памалла мар. Пĕчĕккисене киле никамсăр хăварма та юрамасть.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика