АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Инкек хăрушăрах та пулма пултарнă

19 декабря 2008 г.

 

Çулталăк пуçланнăранпа районти экономикăпа пурăнмалли çурт-йĕр обăекчĕсенче пурĕ 28 пушар (пĕлтĕрхи ку тапхăрта 27) тухнă, вĕсенче 2 çын пурнăçĕ татăлнă, 30 ытла обăект çуннă тата сиенленнĕ, 950 пин ытла тенкĕлĕх тăкак тÿснĕ.

Тишкерÿсем вут-кăвар алхаснин тĕп сăлтавĕсем электроприборсемпе, кăмакасемпе, газ приборĕсемпе усă курмалли правилăсене пăсни, ачасем шăрпăкпа выляни, пирус туртнă чухне асăрханусăр пулни тата юриех чĕртсе яни пулса тăнине çирĕплетеççĕ. Акă, кăçалхи декабрĕн 3-мĕшĕнче, çур çĕр иртни 19 минутра Красноармейскинчи 32-мĕш пушар чаçĕн çыхăну пунктне Красноармейски ялĕнчи Ленин урамĕнчи 1-мĕш çурт çунни пирки пĕлтерÿ çитнĕ. Пушар чаçĕн пĕрремĕш отделенийĕ çийĕнчех вырăна çитнĕ. Çуртран çăра тĕтĕм тухнине курнă, пушара вăхăтра сÿнтерме ĕлкĕрнĕ. Вутра çемçе диванпа матрацсем çуннă. Пушар сăлтавĕ — ÿсĕрпе пирус туртнă чухне асăрханусăр пулни.

Вăхăтра сисмен, пушара çийĕнчех сÿнтермен пулсан, инкек хăрушăрах та пулма пултарнă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика