АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Айăплисен явап тытмалла, айăпсăррисене тÿрре кăлармалла

19 декабря 2008 г.

 

Район судĕнче черетлĕ семинар иртнĕ. Унта çул-йĕр çинче административлă право йĕркине пăснă тĕслĕхĕсем пирки сăмах панă.

Хальхинче район сучĕн черетлĕ семинарне судьясемпе пĕрле вĕсене пулăшаканĕсем, Т. Дмитриева миравай судья, сывлăх сыхлавĕн “Красноармейски тĕп больници” муниципаллă учрежденийĕнчи тĕп врачăн тивĕçĕсене пурнăçлакан Г. Сушко тата районти шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ, милици капитанĕ В. Алексеев хутшăннă. Паллах, миравай судьяпа ГИБДД уйрăмĕн начальникне семинара йыхравлама сăлтавĕ те пулнă.

Ку вăл çул-йĕр çинче административлă право йĕркине пăснă тĕслĕхсем нумайланни тата миравай судья вĕсем пирки пуçарнă ĕçсене пăхса тухнă хыççăн водительсем район судне çăхавсем çырнипе çыхăннă.

Т. Дмитриева миравай судья хуравланă тăрăх, кăçалхи тăхăр уйăхра административлă 513 ĕç пăхса тухнă, çав шутран 135-шĕ — çул-йĕр правилисене пăснисем. Е ку 26 процентпа танлашать. Татьяна Александровна процессуаллă хутсене саккунпа килĕшÿллĕн, туллин те ăнланмалла çырма сĕнчĕ.

Райбольницăн тĕп тухтăрăн тивĕçĕсене туса пыракан Галина Николаевна Сушко райбольницăра çын чăннипех те ÿсĕр пулнине палăртмашкăн экспертиза тума лицензи, оборудованисем, сертификатсем тата тухтăрсем пуррине пĕлтерчĕ.

— Анчах та паян сывлăха сыхлас тĕлĕшпе район больницинче йывăрлăхсем те пур-ха, — терĕ Г. Сушко.

Районти шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ В. Алексеев пĕлтернĕ тăрăх, 2008 çулхи тăхăр уйăхра çул-йĕр правилисене 1636 водитель пăснă. Вĕсене административлă майпа айăпланă. Çак тапхăрта çул-йĕр çинче 11 авари пулнă, 15 çын аманнă. Октябрь уйăхĕнче вара, çул-йĕр правилисене пăхăнманнине пула, тăватă çын вилнĕ.

— Кашни авариех чуна пырса тивет. Кунта кăтартусене чакарма майсем те çук мар. Пĕри вăл ÿсĕр водителе вырăнтах палăртнинчен, ăна руль умĕнчен уйăрнинчен килет. Тата анализсем тума, çынна райбольницăна илсе çитерме те вăхăт кирлĕ, — терĕ Владислав Юрьевич. — Халĕ çын организмĕнче алкоголь мĕн чухлĕ пуррине тĕрĕслемелли приборсем те пур. Вĕсенчен пĕри вăл “Алкотектор” ятлă.

Ку прибора кăçал илме палăртнă. Анчах та район администрацийĕ укçи-тенкине куçарса парайман-ха.

Район сучĕн председателĕ Вячеслав Николаевич Дмитриев семинар ĕçĕ-хĕлне пĕтĕм-летрĕ, суда килекен административлă ĕçсене вăхăтра та тĕрĕс пăхса тухмаллине тата материалсене тĕслĕхсемпе тĕп-тĕрĕс çирĕплетмеллине палăртрĕ.

— Айăплисен явап тытмалла, айăпсăррине тÿрре кăларма майсем пуласса шанатпăр, — терĕ район сучĕн председателĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика