АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çапла палăртаççĕ

19 декабря 2008 г.

 

Çитес çул тивĕçлĕ канăва кайма хатĕрленетĕп. Çавна май ĕç стажне çирĕплетекен документсем пухатăп. 1966—1973 çулсенче пĕрлешÿллĕ хуçалăхра тăрăшнине çирĕплетме май килмест, мĕншĕн тесен ĕçлĕ хутсем сыхланса юлман. Колхозра эпĕ 4-мĕш класс хыççăнах çуллахи тата хĕллехи каникул кунĕсенче вăй хунă.

С. Иванова.

Саккун тăрăх, стажа ĕç кĕнеки тата ĕçпе тивĕçтерекен е патшалăхăн (муниципалитетăн) тивĕçлĕ органĕ панă документсем çирĕплетеççĕ. Енчен те ĕçленине ĕнентернине çухатсан е тупма май килмесен (çут çанталăк инкекне пула — пушара, шыв илнипе, упрама пĕлейменнипе тата ытти те) стажа свидетель кăтартăвĕпе палăртаççĕ. Унăн пулăшу ыйтакан çынна аван пĕлмелле, пĕр вырăнти ĕçтеш шутланмалла тата хăйĕн çав вăхăтри стажне ĕнентерекен документ пулмалла.

Стажа çапла майпа палăртас тесен заявленипе пĕрле ĕçленĕ вăхăт пирки документсене çухатни тата вĕсене илме май çукки çинчен ĕçпе тивĕçтерекен е архив учрежденийĕ панă справкăна тăратмалла. Унсăр пуçне колхозра çамрăкла ĕçлесе пухнă тапхăра стажа кĕртме çав çулсенче шкулта вĕреннине çирĕплетекен свидетельство е аттестат пулмалла.

Свидетельтен Пенси фончĕн пулăшу ыйтакан е пулăшу кĕтекен хăй пурăнакан вырăнти управленийĕнчен çирĕплетÿ илеççĕ.

Çакна аса илтеретпĕр: свидетель кăтартăвне хакланă чух эсир тата вăл çав тапхăрта саккунсем тăрăх ĕç килĕшĕвĕ тума ирĕк паракан ÿсĕме те шута илеççĕ. Йĕркепе çирĕплетнĕ вăй питти ÿсĕм 16 çулта пуçланнине манмалла мар.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика