АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне хатĕрленсе

19 декабря 2008 г.

 

Раштав уйăхĕн 15-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне хатĕрленес енĕпе ĕçлекен районти комиссин черетлĕ ларăвĕ иртрĕ.

Комисси членĕсемсĕр пуçне унта ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем те хутшăнчĕç. Вĕсем умĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятине хатĕрленесси Трак енре мĕнле пыни пирки Чăвашстатăн районти тĕп специалисчĕ Ю. П. Васильева каласа пачĕ. Уйрăммăн илсен, Юлия Порфирьевна район пуçлăхĕн 2008 çулхи мартăн 27-мĕшĕнчи “Красноармейски районĕн территорийĕнче Пĕтĕм Раççейри 2010 çулхи халăх çыравне хатĕрленсе пурнăçламалли хатĕрленÿ мероприятийĕсем çинчен” йышăнăвĕ епле ĕçе кĕрсе пыни тата ку тĕлĕшпе 2009 çулта тăракан задачăсем çинчен пĕлтерчĕ.

Ларура комиссин 2009 çулхи ĕç планне те çирĕплетрĕç.

Ларăва комисси председателĕ, район пуçлăхĕ С. А. Николаев йĕркелесе пычĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика