АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçсем татах хушăнаççĕ

19 декабря 2008 г.

 

Кăçал Пĕтĕм Раççейри 2010 çулхи халăх çыравне хатĕрленес енĕпе ĕçлекен районти комиссин 4, ял тăрăхĕсенчи ку евĕр комиссисене шута илсен вара 18 лару иртнĕ. Ял тăрăхĕсен специалисчĕсемпе комиссисен членĕсем ялсенчи 324 урампа тăкăрлăка (пуррисен 92 процентне) тата 6715 çурта (92 процент) тĕрĕсленĕ. Çуртсен 41 процентĕнче çитменлĕхсем пур: вĕсен номер паллисем вуçех çук е тутăхнипе вуланмаççĕ. Тĕрĕсленĕ урамсен 28 проценчĕн ятне çырнă аншлагсем çук, 29 проценчĕн — кивелсе тутăхнисем. 2008 çулта районĕпе çуртсен кивелнĕ 552 номер паллине улăштарнă е ку палăртнин 16 проценчĕпе танлашать. Тата 2789 çурт çинчи (палăртнин 84 проценчĕ) çитменлĕхе пĕтермелле. Тата çуртсен 8 процентне тĕрĕслемеллине шута илсен, çак цифра ÿсме те пултарать. Çитменлĕхсем пур çуртсене Алманч — 720 (тĕрĕсленин 67 проценчĕ), Упи — 714 (88), Еншик Чуллă 622 (69 процент) ял тăрăхĕсенче тупса палăртнă. Карай ял тăрăхĕнче вара çуртсен пурĕ те 29 процентне çеç тĕрĕсленĕ.

Кăçалхи виççĕмĕш кварталтан тытăнса ку енĕпе мониторинг ирттерме уйăхсерен сведенисем пухатпăр. Вĕсене пур ял тăрăхĕ те статистика пайне вăхăтра тăратать. Эпир кунпа пĕрлех Раççей федераллă миграци службин Чăваш Республикинчи Управленийĕн Красноармейски районĕнчи Территори пункчĕн специалисчĕсенчен те уйăхсерен сведенисем илет-пĕр. Декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне халăхăн 81 процентне тĕ-рĕсленĕ, вĕсене шута илнинче çитменлĕхсем тупса палăртман.

Халăх çыравĕн тĕллевĕсене ăнлантарса парас тĕллевпе район хаçатĕнче 5 статьяпа информаци пичетленĕ, 17 стенд йĕркеленĕ, çырав пирки каласа паракан материалсене район тата ял тăрăхĕсен сайчĕсенче вырнаçтарнă.

Адрес хуçалăхне йĕркене кĕртессипе, халăха шута илессипе 2009 çулта та малалла ĕçлемелле. Çитес çул çавăн пекех çуртсемпе ялсен списокне хатĕрлес ĕç те хушăнать. Мониторинг та малалла пымалла. Пысăк ялсен схема планĕсене тĕрĕслессипе те вăй хуратпăр. Пĕр сăмахпа, ĕç татах хушăнать. Çавăнпах района штатлă расписанипе 2009 çулхи январьтен 1 уполномоченнăй, июлĕн 1-мĕшĕнчен вара тата 1 экономист хушса параççĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика