19 декабря 2008 г.
Тилĕпе çурисем качака путеккипе туслă пурăнни тĕнчере пулман пулĕ урăх. Тискер кайăксем ытларах килти выльăх-чĕрлĕхе тытса çиме юратаççĕ. Тилĕсем те ялти чăх-чĕпе тытма сунара çÿренĕ. Хăш-пĕр чух вĕсен сунар ĕçĕ пачах урăхла вĕçленме пултарать. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче çывăхри уй-хирсенче пурăнакан тилĕсенчен пĕри чăх ашĕпе ирхи апат тăвас шутпа пĕр килти витене кĕрсе кайнă. Унта чăхсемпе пĕрле ĕнепе пăрушĕ те пулнă. Тилĕ пăрупа интересленмен. Анчах ĕне тилĕ пăру пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратрĕ тесе-ши хайхи чее тискер кайăка мăйракисемпе стена çумне пăталаса лартнă. Унăн чунне кăларнă. Ĕне пирĕншĕн ытлах çаврăнăçуллă чĕр чун пек туйăнмасть. Анчах вăл тилле çавăн пек вăр-вар майлани урăхларах шухăш патне илсе пырать.
Хальхи вăхăтра тилĕсем яла чăх тытма пынă тенине илтмен. Ял çыннисем килĕренех тенĕ пек йытă усраççĕ. Çавăнпах та пулĕ тилĕсем ял çывăхне пыма шикленеççĕ.
Çав вăхăтрах мулкачсем йытăсенчен хăрасах каймаççĕ пулмалла. Хĕллехи вăхăтра ирсерен ял варринче мулкач йĕррисене курма пулать.
Тилĕсем чăх тытма килме хăраççĕ пулсан, ялта йытăран хăраман, куçа курăнман тискер кайăксем хуçаланаççĕ тата вĕсем самай пысăк сăтăр тăваççĕ. Пĕрин — пилĕк чăх, теприн — вунă чĕп, виççĕмĕшĕн тĕппипех çухалнă. Ман хамăн та пĕр чăх та юлмарĕ. Вĕсенчен вуннăшĕ — илем кÿрекен (декоративный) бентамка ăратлисем. Вĕлернĕ чăхсене вĕсем пытарса хураççĕ, кайран çиме саппас хатĕрлеççĕ.
Ăшши-пăшшипе 1-мĕш номерлĕ капкăнсем лартса тухрăм. Умлăн-хыçлăн тăватă пăсара çакланчĕ. Çилленни иртсе кайсан, çак чĕр чунсене шел пулса кайрĕ. Вĕсем çут çанталăк саккунĕсемпе пурăнаççĕ вĕт. Пиншер çула тăсăлакан инстинкт вĕсене çакăн пек тума хистет. Пăсарасем ытларах шăшисемпе, йĕке хÿресемпе тăранса пурăнаççĕ. Вăрманта, уйра хир чăххисемпе пăчăрсене тытма пултараççĕ. Кĕлеткипе вăл кушакăн çурри çеç, анчах чăрсăрлăхĕпе, пултарулăхĕпе тилĕрен юлмасть. Мулкача та тытма пултарать. Сисмесĕр сиксе ларать те ыйхă тымарне (сонная артерия) çыртса татать. Мулкач вунă хут пысăкрах пулсан та çăлăнаймасть.
* * *
Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче кашкăрсемшĕн чăн-чăн ырлăх пулнă. Пăшал тытма пултаракан çынсем пурте хаяр вăрçă хирĕнче çĕр-шыва хÿтĕленĕ. Ялта хĕрарăмсемпе ачасем çеç тăрса юлнă. Вĕсем хăйсем те кашкăрсенчен хăраса пурăннă. Кашкăр выльăх-чĕрлĕхе тытнине курсан та, тĕшмĕше пула, кăшкăрман. Кăшкăрсан хăйĕн выльăхне тытать тесе хăранă.
Анне каланине астăватăп. Кĕтÿпе пĕрле яла кĕрсе ĕлкĕреймен сурăха ял хапхи патĕнченех икĕ кашкăр икĕ хăлхинчен çыртса лартса Шетмĕ хĕрринелле сиккипе чуптарса илсе кайнă. Вăл вăхăтра сарай, вите тăррине улăмпа çеç виткеленĕ. Вите тăррине шăтарса кĕрсех выльăх-чĕрлĕхе тыта-тыта кайнă. Хăш чух йытăсене те уяса тăман.
Халĕ пирĕн çывăхра кашкăрсем çук. Иртнĕ ĕмĕрĕн 40-мĕш çулĕсен вĕçĕнче правительство заданине пурнăçласа, кашкăрсене самолетсем çинчен персе тытса пĕтернĕ.