АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мулкач шÿрпи

19 декабря 2008 г.

 

Чăваш çĕр-шывĕнче икĕ тĕрлĕ мулкач пурăнать: вăрман мулкачи — шурă мулкач, хир мулкачи — карсак. Вĕсем пĕр-пĕринчен пысăкăшĕпе тата тĕсĕпе уйрăлса тăраççĕ. Шурă мулкач 2,5-рен пуçласа 5,5 килограмм таран таять пулсан, карсак — 4—6 килограмм. Вăрман мулкачĕн тĕсĕ хĕллехи вăхăтра шап-шурă пулать, хăлха вĕçĕнчи çăмĕсем кăна яланах хура юлаççĕ. Карсак вара хĕллехи вăхăтра та шуралса çитеймест. Аяккинчи çăмĕсем унăн шурă-кăвак тĕслĕ, çурăм çийĕнчисем — сарă-хăмăр.

Пĕр аллă çул каялла пирĕн тăрăхри Трак тата Сурăм вăрманĕсенче шурă мулкачсем йышлăн хунанă. Пурнăç лайăхланса пынă май, сунарçăсен йышĕ те хушăнсах тăнă. Кĕске вăхăтрах вăрман мулкачĕсене тытса пĕтернĕ. Халĕ вĕсем пирĕн район территорийĕнче пачах та çук.

Карсаксем уçă вырăнсенче, уйсенче пурăнма кăмăллаççĕ. Çуллахи вăхăтра вĕсем катасемпе вĕт вăрмансенче хÿтлĕх тупаççĕ. Хĕллехи вăхăтра, юр хĕве пуçласан, вăрмансене пачах та кĕмеççĕ тесен те юрать. Çакă вăл хĕллехи вăрманта карсак валли апат çуккипе те çыхăннă. Çавна пула вăл ялсем çывăхнелле туртăнать, çынсен пахчисене кĕме пуçлать, улмуççи пахчисенче хуçаланать. Çавăншăн карсака сад хуçисенчен çулленех ят лекет. Çавăн пекех карсаксем кĕр калчисен лаптăкĕсемпе нумай çул ÿсекен курăксен уйĕсене кăмăллаççĕ. Юр хулăн витмен çул карсак ыраш калчине хĕлĕпех юр айĕнчен чавса кăларса çиме хатĕр. Мулкач — каçхи чĕр чун. Хĕвел тухиччен вăл çÿллĕ курăк ăшне е сухаланă муклашкаллă ана çине кĕрсе пытанать те кунĕпех тĕлĕрет. Таврана каç сĕмĕ çапсан тин апата тухать. Мулкача хăравçă чĕр чунсен шутне кĕртеççĕ. Çаплах та пулĕ. Вăл пĕр чĕр чун çине те тапăнмасть. Курăкпа йывăç хуппипе кăна тăранса пурăнать. Çав вăхăтрах хăй питех те чăтăмлă. Пытаннă вырăнтан сунарçă вунă-вун пилĕк метртан иртсе кайсан та вăл вăр-вар сиксе тухмасть. Пирĕн тăрăхра карсаксем çулталăкра виçĕ хутчен çăвăрлаççĕ. Çурисене вăл аллă куна яхăн йăтса çÿрет. Кашни хутĕнчех — 2— 6 çура. Мулкач ытти чĕр чунсем пек йăва çавăрмасть. Çавăнпах-и, тен, çурисем тĕклĕ, уçă куçлă çуралаççĕ. Çут тĕнчене тухсассăнах амăшĕн çуллă сĕтне çинĕ хыççăн, тĕрлĕ енне саланса хÿтлĕхе тарса пытанаççĕ. Амăшĕ вĕсене талăкран шыраса тупса ĕмĕртет. Çапла пĕр эрне хушши. 8—9 кунран çурасем курăк çиме пуçлаççĕ. Куянăн пĕрремĕш пуслăхĕ апрель пуçламăшĕнчех çуралать. Çанталăк çумăрлă, сивĕ тăнă çулсенче вĕсенчен чылайăшĕ шăнса вилет. Çавна пула, мулкач çулталăкне виçĕ хут çăвăрлать пулин те, унăн йышĕ палăрмаллах ÿсмест. Çитменнине тата мулкачăн тăшмансем питех те нумай. Ăна тилĕрен пуçласа уйра пурăнакан кушаксем таранах тата вĕçен кайăксем, хурчкапа тăманасем, çăхансем те тытаççĕ.

Куян тытма мĕн авалтанах çынсем сунара çÿренĕ. Мулкачăн какайĕпе шÿрпине чи пысăк уявсенче сĕтел çине лартнă. Вăл вăхăтра унăн йышĕ палăрмалла пысăк пулнă. Пĕр утмăл çул каялла пăрçа, клевер уйĕсене алăпа çулнă вăхăтра пытанса выртнă мулкачăн урисене çавапа касса татнă тĕслĕхсем нумай пулатчĕç. Халĕ вара хĕл кунĕсенче темиçе уй урлă каçса та мулкач йĕррине курма çук. Çакăншăн чи малтан ухута йĕркисене пăсса сунара тухакансем айăплă. Эпир вĕсене браконьерсем тетпĕр. Кун пек çынсен пĕр каçра вуншар мулкач тытмалла. Ыраш калчипе нумай çул ÿсекен курăксен анисем тăрăх машинăпа чупса фара çутипе пурнăçлаççĕ вĕсем çак ĕçе. Шел пулин те, кун пек “сунарçăсем” пирĕн районта та çук мар. Акă, иртнĕ хĕл, мулкачсен хисепĕ сахаллине шута илсе, вĕсене тытма ирĕк памарĕç. Çав вăхăтрах Пайсупин ялĕ çывăхĕнчи уйсенче, юр çийĕн çÿрекен “Буран” машинăсемпе хăваласа, уйăхĕпех мулкачсене тытни çинчен сăмах çÿрерĕ. Çакă вăл çут çанталăка сыхлама, сунар ĕçне йĕркелеме тивĕçлĕ министерствăн специалисчĕсем хăйсен ĕçне ячĕшĕн кăна пурнăçлани çинчен калать. Кăçалхи ухута тапхăрĕ те çакăн пекех пысăк çитменлĕхпе иртĕ-ши? Кам хÿтĕлĕ сире, мулкачсем!

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика