19 декабря 2008 г.
Кăçалхи çанталăк çут çанталăк тусĕсене хăйсен тĕллевĕсене туллин пурнăçлама май туса пачĕ.
Кун пекрех çанталăк шăп та лăп икĕ çул каялла пулнăччĕ. Çĕр шăнса малтанхи юр айне пулчĕ те — каллех ăшăнса кайрĕ. Кĕркуннехи уйăхсенче те çапла пылчăк çăрни пулманччĕ. Халĕ вара тепĕр хут кĕр хуçаланать тейĕн. Кама мĕнле те, йывăç тусĕсем çакна хăйне май савăнса йышăнаççĕ. Ара, унччен йывăçсем лартса хăварма вăхăт çитерейменнисем те пур-çке. Акă, Янкас ялĕнчи Николай Ершов пенсионер кăçал ытларах сад-пахчара, хăйĕн пĕчĕк вăрманĕнче тирпей-илем, йĕрке тăвас тесе тăрăшрĕ. Тĕмĕллĕ çырла йывăççисем лартса хăварнă-ха ĕнтĕ вăл, 2 —3 улмуççи те вырăн тупрĕ унăн пĕчĕк катинче. Анчах та, çулленхи пек, çÿллĕ ÿсекен йывăçсем лартма алли çитмерĕ пулас. Çавăнпах пулĕ çут çанталăк тусĕ, виçĕм çулхи пекех, хурăнсем лартса хăварма шутларĕ. Кунне те ун чухнехинех — декабрĕн 10-мĕшне — суйласа илчĕ. Çапла вара вăй илнĕ 31 хурăн çумне тепĕр 12 тĕп хушăнчĕ.
— Çут çанталăк пирĕн майлă чух епле-ха алла кĕреçе тытмасăр чăтăн. Тăван тавралăх илемĕ çуллен чун-чĕрене вăй парса тăтăр, — тет çур ĕмĕр ытла йывăçсем лартса ÿстерекен çын.