19 декабря 2008 г.
Супар ялĕнче пурăнать 77 çула пуснă Раиса Михайлова. Вăл хăйĕн кун-çулĕн чылай пайне чукун çул çинче ĕçлесе ирттернĕ. Сăмахăм ун çинчен.
Çав каçхине Раис аппан çĕрĕпех ыйхă килмерĕ. Кăçал кая юлса килнĕ хĕлĕн пирвайхи çил-тăман “ачисем” те, анкарти хыçĕнчен инçех мар иртсе каякан Шупашкар-Канаш чукун çулăн пăравус кустăрмисен хăватлă сасси те, паян-ыран пăранлакан сурăх шăпи те канăçсăрлантарчĕç ăна. Çавăнпа та электричество çуттине сÿнтерсе выртсан та çывăрса каяймарĕ 77-е пуснă ватă. Пурăнса ирттернĕ кун-çулăн авăрне путрĕ вăл. Куç умне асра юлнă вуншар ÿкерчĕк яр уççăн тухса тăчĕ. Йышлă çемьере кун çути курнă Раиса Михайловна Михайлова. Ашшĕ, Михаил Григорьевич, Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă. Шел, кун-çулĕ кĕске пулнă унăн. Пĕр тан мар çапăçура пуçне хунă ентеш. Унăн хушамачĕ паян Супар ялĕнчен вăрçă хирне тухса кайса пуç хунă паттăрсен йышĕнче хисеплĕ вырăнта тăрать. Çапла вара 5 ача ашшĕсĕр, арăмĕ юратнă упăшкисĕр тăрса юлаççĕ. Мăшăрĕ, Серафима Дмитриевна, мĕн виличченех Михаил Григорьевич пуçне хунине ĕненмен. Вăрçă хирне ăсанакан вакун эшелонĕсене мĕн чухлĕ тухса пăхман пулĕ вăл. Çемье тĕрекĕ пулнă-çке упăшки. Чи кĕçĕнни те, Гена, сăпкара юлнă ун чух.
Пĕтĕм йывăрлăх амăшĕпе аслă хĕрĕ çине тиеннĕ. 7 класс вĕренсе пĕтернĕ 15 çулхи Раисăн малалла пĕлÿ илес тĕллев пулнă-ха. Анчах та çемьере çав тапхăрти лару-тăру пурнăç çине урăхла пăхма хистенĕ. Акă, еплерех аса илет çав кунсене паян Раис аппа: “Вăрçă пынă кунсенче те, ун хыççăнхи тапхăрта та калама çук йывăрччĕ, çитменнине пирĕн килте манран кĕçĕннисем тата тăваттăн-çке. Галя, Толя, Ваня, Гена.
Çапла вара 1947 çулта хамăр тăван аттен шăллĕ Захар Григорьевич Бардасов чукун çул çине ĕçлеме йыхравлать, хăй те унта вăй хунă. Маншăн чукун çул ĕçченĕн профессийĕ ютах пулман, мĕншĕн тесен Трак чукун çул станцийĕ çумĕнчи Супар ялĕнче çуралса ÿснĕ. Часах мана ĕçе илчĕç”.
Пирвайхи икĕ çулне Çĕрпÿ чукун çул станцийĕнче тăрăшнă. Ĕçĕ пĕртте çăмăл пулман çамрăк хĕршĕн. Акă, хĕллехи тапхăрта çирĕплетсе панă участокри 7-шер çухрăмри çула юрпа пăртан тасатма тивнĕ. Çавăнпа та алăран лумпа кĕреçе кайман. Юсав ыйтакан рельссемпе шпалсем тата çав тапхăрта тимлĕхе хурса ĕçлеме хистенĕ. Мĕн пирвайхи кунсенченех хĕр мастер хушăвĕсене тивĕçлипе пурнăçлама тăрăшнă.
Укçа-тенкĕне перекетлес, унăн кашни пусĕ çемье бюджетне пырса кĕтĕр тесе Раис аппа Çĕрпÿ станцийĕнчен тата 47 çухрăмри разăездра ĕçленĕ çулсенче тăван яла мĕн чухлĕ çуран çÿремен-ши? Сăмах май, çав тапхăрта ахаль рабочисене пуйăс çинче тÿлевсĕр çÿретмен.
Пултарулăхĕпе тараватлăхне, хастарлăхне, ĕç опытне кура часах ăна путевой профессийĕпе Трак станцине куçараççĕ. Вăл тапхăрта Трак станцийĕ чукун çул урлă каçмалли 5 вырăна (переезд) пăхса тăнă. Р. Михайлована чукун çулăн халĕ Санькассине каякан переездран пуçласа чукун çулăн 70-мĕш çухрăмĕнчи инçĕшне, ытти вырăнсене пăхса тăма, тасатма тивнĕ.
Паян кун та Раис аппа Василий Егоров мастера ăш пиллĕн аса илет. “Хам пенсие тухмасăр çак ĕçрен ямастăпах”, — тетчĕ вăл. Мĕн хушнине тивĕçлипе пурнăçланă çав хĕр.
Чукун çул транспорчĕ ăна пăхса тăракан кашни ĕçченрен çирĕп яваплăх ыйтать. Йывăрлăхĕсем самаях пулнă. Кашни ĕç кунĕнчех хутаçра мăлатук, болтсем, кĕреçе, петарда, тепĕр чух кувалда та çĕклеме тивнĕ. Акă пĕр тĕслĕхе аса илчĕ Раиса Михайловна. Çур çĕр иртнĕ пĕр сехет тĕлне Нимĕчкасси ялĕ çывăхĕнчи переезд патне çитмелле пулнă. Çар заказĕсемпе хĕвел анăç еннелле çул тытнă эшелонсене çул урлă каçмалли вырăнтан ăсатса янă. Вăй-хал, çамрăклăх, тĕллев пулнă. Çав çулпах каялла таврăннă, хăрама та пĕлмен пулĕ.
Килĕштернĕ ĕçĕнче вăл чăн телейнех тупнă. Çулсем иртнĕ май коллективра хисеп çĕнсе илнĕ. Çакна халĕ килĕнчи хĕрарăм арчинче упранакан хисеп грамотисемпе тав хучĕсем çирĕплетеççĕ. Анчах ватă “1941— 1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн” медале ытти наградăсенчен уйрăммăн палăртать. Чыслă ĕçшĕн вăл “Ĕç ветеранĕ” медале те тивĕçнĕ.
Пĕтĕмпе 45 çула яхăн тăрăшнă Раиса Михайловна чукун çул тытăмĕнче. Ватлăх кунĕсене пĕчченех ирттерет халĕ вăл. Шăллĕсемпе йăмăкĕ те вăхăтсăр çĕре кĕнĕ унăн. Çавах пуç усса лармасть ĕç ветеранĕ. Ĕлĕкхи хастарлăх, ĕçченлĕх, чунлăх халь те пĕтмен унăн. Чун йăпатмăш выльăх-чĕрлĕх усрать: кил картинче ĕне, пăру, путек сурăхсемпе чăхсем. Анкартинче çĕр улмипе пахча çимĕçсĕр пуçне, ĕлĕкхи ырă йăлана манăçа кăлармасăр, ыраш, урпа, пăри туса илет. Çурлапа вырать, тăпачăпа çапса кĕлете кĕртет.
Раис аппан тата тепĕр лайăх ен пур. Вăл районпа республикăра тухса тăракан чăваш пичет кăларăмĕсене чылайранпа çырăнса илет: “Ял пурнăçĕ”, “Хыпар”, “Кил-çурт, хушма хуçалăх”. Вĕсене вара куçлăхсăрах вулать. Çĕнĕ хыпарсемпе кÿршĕри ватăсене те хаваспах паллаштарать.
Юлашкинчен Раис ап- пана çак ыйтăва памасăр чăтаймарăм: “эсир кун-çул вăрăмлăхне мĕнре куратăр?” “Атте-анне панă сывлăхра, хăвна хăв пăхса пурăнни, çынна хисеплесе ăнланни, пулăшни те çăмăллăх параççĕ. Тата çыннăн ĕç пулмалла, ĕç юсать çынна. Ĕçлекен çын яланах шухăшпа пурăнать”.
Çакăн пек çын вăл Супар ялĕнче пурăнакан Раиса Михайловна, чукун çул ĕçĕн ветеранĕ.