АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрлăх камăн лайăхрах?

19 декабря 2008 г.

 

Вăрлăхлăх хывнă тĕш тырăран 18420 центнерне хуçалăхсем пирĕн пата тĕрĕслеме панă. Çав шутра урпа — 11615, çурхи тулă— 5705, пăрçа — 440, сĕлĕ — 290 центнер. Гектарсен тухăçĕ мĕнле вăрлăх акнипе тÿрремĕнех çыхăннă. Хальлĕхе ку тĕлĕшпе районта лару-тăру йĕркеллĕ теме çук. Пысăк репродукциллĕ, чи таса тата элита вăрлăх районĕпе — 2927, пĕрремĕш - тăваттăмĕш репродукциллисем — 9523 центнер хурса хăварнă. Ытти, 6210 центнерĕ е 33 % — 5-мĕшпе массăллă репродукциллисем. Хуçалăхсем уйрăмах сĕлĕ, вика вăрлăхĕсемпе пачах ĕçлеме пăрахрĕç.

“Заря” “Восток” хуçалăхсемпе, “Шивбосинское”, О. Волков ХФХра элита тата пысăк репродукциллĕ вăрлăхсем пачах çук. Япăх вăрлăха акса пысăк тухăç илетĕп теме çук. Çавăнпа та асăннă тата кун пек вăрлăх пур ытти хуçалăхсен вĕсене пысăк репродукциллисемпе улăштарса çĕнетме тăрăшасчĕ. Пурнăçĕ паян çапла тума ыйтать. Мĕншĕн тесен ЧР Президенчĕ Н. Федоров ял хуçалăхĕн ÿсен-тăран отраслĕ умне пысăк — республикăра 2010 çул тĕлне тĕш тырă 1 миллион, çĕр улми тепĕр 1 миллион тонна туса илмелли — задача лартрĕ. Кăна Николай Васильевич декабрĕн 16-мĕшĕнче хăйĕн Чăваш Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче тепĕр хут палăртрĕ тата 2009 çул Чăваш Енре “Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ” пулнине çирĕплетрĕ. Апла пулсан, пирĕн 2009 çула ĕçри çĕнĕ çитĕнÿсемпе паллă тăвассишĕн çине тăмалла. Пысăк тухăçлă сортсемпе ĕçлемесĕр вара ку ыйтăва татса пама май килмĕ. Çакна асра тытмалла: элита вăрлăх акни гектарти тĕш тырă тухăçне сахалтан та 6—7 центнер ÿстерме май парать.

Кунпа пĕрлех хурса хăварнă вăрлăхсен пахалăхне лайăхлатасси пирки пĕр самант та манма юрамасть. Хальлĕхе районта тĕрĕсленĕ вăрлăхран 29% кăна кондицине ларнă. 71% — тасамарлăхĕпе, 9% шăтаслăхĕпе акма юрăхсăр. Апла пулсан вырăнсенче, лайăх çанталăкпа усă курса, тĕш тырă вăрлăхĕсене тепĕр хут алласа тасатассине йĕркелесчĕ. Хальхи вăхăтра “Караево” хуçалăхра — икĕ, “Колоспа” “Янмурзинора” тата “Красное Сормовора” пĕрер звено ку тĕлĕшпе ĕçлеççĕ те.

Нумай çул ÿсекен курăксен вăрлăхĕсене тасатса ака кондицине çитересси пирки те манма кирлĕ мар. Хальлĕхе пирĕн пата тăратнă тĕслĕхсенчен В. Васильева хресчен-фермер хуçалăхĕнчи хĕвел тухăç галегийĕ çеç ака стандартне ларнă, ыттисем тасамарлăхпа тата шăтаслăхпа акма юрăхсăр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика