АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасен искусство шкулĕ парнеленĕ уяв

19 декабря 2008 г.

 

Красноармейскинчи ачасен искусство шкулĕ 1968 çултанпа ĕçлет. Ку тапхăрта, пĕчĕк çеç юхан шывран пысăкки вăй илнĕ евĕр, унтан çĕршер музыкант, вокалист, ÿнерçĕ тата ташăçă вĕренсе тухнă.

Раштав уйăхĕн 11-мĕшĕнчи каçхине вара халăх пултарулăхĕн районти çурчĕн сцени çинчен шкул вĕренекенĕсемпе преподавателĕсем, Çемье тата Ырă ĕçсен çулталăкне халалласа, пысăк уяв — пултарулăхран пуян çĕнĕ концерт парнелерĕç.

Пухăннисене (залра çынсем лăк туллиех) Н. М. Никоноров директор шăпăрпа тата хут купăспа выляса савăнтарчĕ. “Кашни çын ырă ĕç тума тивĕç. Кăçал та çамрăк вокалистсен хамăр ентеш — РФ тата ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ В. Петров ячĕллĕ конкурсне йĕркелесе ирттертĕмĕр, çитес çул вăл юбилейли пулĕ”, палăртрĕ малалла Николай Михайлович. Хăйсене май пур таран пулăшу кÿнĕшĕн çамрăк директор райпо канашĕн председательне А. И. Дмитриевана, РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн ертÿçине А. В. Петрована тата Красноармейскинчи Ю. И. Данилова Тав çырăвĕсемпе чысларĕ. Ку хисепе çавăн пекех районти пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх директорĕ В. Л. Петров, “Таябинка” Агрофирма” пĕрлешÿ ертÿçи А. П. Афанасьев, хамăр ентешсем — Шупашкар хулин пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тата тирпей-илем управленийĕн пуçлăхĕпе В. С. Николаевпа уçă йышши “Еткер” пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ В. А. Павлов, Красноармейскинчи МСО ертÿçи О. И. Степанов тивĕçнĕ. Сцена çинченех Н. М. Никоноров тата преподавательсем тăрăшуллă вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕсен пĕр ушкăнне те Тав çырăвĕсем пачĕç.

Пĕр сехет çурă ытлараха тăсăлнă концертра вара çĕкленÿллĕ те хавас юрăсемпе ташăсем те, фортепианăпа каланă пьесăсемпе баянпа вылянă кĕвĕсем те пулчĕç. Римский-Корсаков, И. Бондарев, К. М. Вебер, Эдварг Григ, А. Гедике, Д. Васильев-Буглай, М. Глинка, Людвиг Ван Бетховен, Ян Френкель тата тĕнчипе паллă ытти композиторсен произведенийĕсемпе пĕрлех чăваш юрри-кĕвви те янăрарĕ. Хăйсен вĕренекенĕсен пултарулăхĕпе çак самантсенче О. Г. Ильина, Л. Н. Ильина, Е. И. Михеева, В. П. Уганин, А. А. Козлова, И. Н. Михайлова, Н. М. Никоноров, С. Ю. Данилова, А. Н. Никонорова преподавательсем чăннипех те мăнаçланма, мухтанма пултарчĕç. Куракансем те вĕсене тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç.

Фойере вара çак шкулта вĕренекенсен ÿкерчĕкĕсен выставки ĕçлерĕ. Вĕсене Н. Г. Андреевапа С. Л. Алексеев преподавательсен ушкăнĕсене çÿрекенсем акварельпе, гуашьпа тата кăранташпа ÿкернĕ. Оксана Данилова, Владимир Ильин тата Катя Прокопьева вĕренекенсен эмблемисем, акă, конкурсра малти виçĕ вырăна йышăннă.

Пĕтĕмлетсе çапла калама пулать. Çак каç халăх пултарулăхĕн районти çуртне пынисем çитĕнекен çамрăк ăру пултарулăхĕн чăн-чăн “сим пылне” курса ĕненме, чун-чĕрепе туйса илсе хăпартланма пултарчĕç. Мĕнех, çĕнĕ çитĕнÿ-ÿсĕмсем сунар ачасен музыка шкулĕн вĕренекенĕсемпе вĕрентекенĕсене!

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика