АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Оренбургран — çĕнтерÿпе

19 декабря 2008 г.

 

Ноябрĕн 1—10-мĕшĕсенче Оренбург хулинче “Факел” ятпа “Газпром” ОАОн корпоративлă III фестивалĕ иртрĕ. Унта тĕрлĕ регионсенчен килнĕ уйрăлса тухнă (дочернее) 16 обществăра ĕçлекенсем — юрă-ташăна кăмăллакансем — хутшăнса тупăшрĕç: Мускав, Волгоград, Самара, Саратов, Уфа, Хусан, Ставрополь, Астрахань, Махачкала, ытти хуласенчен. Фестивале 1200 çын хутшăннă, икçĕре яхăн конкурсла номерсем тăратнă.

Раççей шайĕнче иртнĕ пысăк конкурс-тупăшăва Трак тăрăхĕнчи коллективсем те хутшăнчĕç — газ уçлакансен Заволжски клубĕ çумĕнчи ачасен халăх ташшисен “Юность” ансамблĕ (ертÿçи Т. Ефимова) тата кунти “Раштав” халăх музыкисен ансамблĕн ертÿçи А. Тюмеров. Яланхиллех, пирĕн хăй тĕллĕн вĕреннĕ артистсем кунти тупăшуран та çĕнтерÿпе таврăнчĕç.

А. Тюмеров хальхинче те жюри членĕсене тĕлĕнтерчĕ, куракансен чун-чĕрине тыткăнларĕ. Вăл шăрантарнă “Развяжите мои крылья”, Тамбов тăрăхĕнчи кăмăл юрри, хăйне май пĕчĕк спектакль пек туйăнчĕ, куçсене шывлантарчĕ. Жюри курăмлă та ĕнентерÿллĕ ĕçе пĕрремĕш вырăн парса хакларĕ. Сăмах май, Югорск хулинче иртнĕ конкурсра А. Тюмеров “Не для меня” салтак юррпе иккĕмĕш вырăна тухнăччĕ. Пултарулăх ÿссе пыни куçкĕретех.

“Юность” те çакнашкал фестивальсене çулленех хутшăнать. Хальхинче ансамблĕн кĕçĕн ушкăнĕ (12 ача) пирвайхи хут хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. 8—9 çулсенчи ачасемшĕн 14 куна пынă çул çÿрев çăмăлах килмерĕ пулин те, çивĕч тупăшура вĕсем иккĕмĕш вырăна тухма пултарчĕç. Мускавран артистсен пултарулăхне хаклама килнĕ жюри членĕсем те, тĕрлĕ тĕспе ялтăракан рамкăсем те, калама çук пысăк сцена та ачасене çухатса ямарĕç. Пирĕннисем “Яра пар!” чăваш халăх ташшине, Карпат тăвĕсем хушшинче пурăнакан халăхсен “Барашки” ташшине питĕ аван ташларĕç, вĕсем жюри членĕсене çав тери килĕшрĕç, ачасене хавхалантарса, тăвăллăн алă çупрĕç, ăшă кулă парнелерĕç. Тепĕр тесен жюри членĕсен сăнĕсем çамрăк артистсемшĕн ют пулмарĕç те пулĕ, мĕншĕн тесен “сенкер экран” çинче вĕсене сахал мар курнă-çке. Тен, çавă та пулăшрĕ пулĕ пирĕн пĕчĕк артистсене. Акă жюри членĕсенчен хăшĕ-пĕрисем: Бари Алибасов продюсер, М. Е. Пятницкий ячĕллĕ хор ертÿçи Александра Пермякова, “Сябры” ансамблĕн пултарулăх ертÿçи Анатолий Ярмошко... Концерта вара Раççей телевиденийĕнчи “Субботний вечер” программăн ертÿçи Маша Пестуновапа Раççей халăх артисчĕ Дмитрий Харатьян йĕркелесе ертсе пычĕç.

“Факел” фестиваль гала-концертпа вĕçленчĕ. Унта Петр Дранга аккордеонист-виртуоз хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарчĕ. Фестиваль çĕнтерÿçисем дипломсемпе хаклă парнесене тивĕçрĕç: А. Тюмерова пысăк телевизорпа чыс турĕç, ачасем вара МБ-3 плеера, Оренбургри фабрикăсенче çыхнă мамăк алсишсене, шарфсене тата калпаксене тивĕçрĕç. Киле таврăнсан çĕнтерÿçĕсене “Анат Чул хула Газпром трансгаз” ООО филиалĕ — Заволжски ЛПУМГ директорĕ С. А. Александров, профком председателĕ Я. В. Малинин йышăнчĕç, саламласа тав сăмахĕсем каларĕç, малашне те çитĕнÿсем сунчĕç.

Чăнахах маттур Заволжски клуб çумĕнче хăйсен пултарулăхне туптакансем, унта вăй хуракансем. Малашне те ăнăçу вĕсене.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика