16 декабря 2008 г.
Пирĕнтен кашниех Раççей гражданинĕ пулса тăрать. “Гражданин пулни пĕрре, вăл ята тивĕçлипе тытса пымалла, унпа мухтанмалла”, — тенĕ алманчсен вăйă конкурсĕнче.
Декабрĕн 12-мĕшĕнче Алманчри кану центрĕн директорĕ Р. Игнатьева, кунти тĕслĕх библиотека ертÿçи О. Долгова тимленипе “Гражданин пулма тивĕç” ятлă вăйă-конкурс иртрĕ. Унта 4 команда тупăшрĕ. Çивĕч тупăшура “Çамрăк гварди” (капитанĕ В. Александрова, В. Кондратьева, О. Никифорова, О. Сергеева) çĕнтерчĕ. Тăхтавсем хушшинче унта хутшăннисем “Гигант” ЯХПКан агрономĕ А. Васильев шăрантарнă юрăсене итленĕ. Тупăшăва хутшăннисем кашниех призсене тивĕçнĕ.