16 декабря 2008 г.
Декабрĕн 10-мĕшĕнче райадминистрацин вĕрентÿ пайĕн ĕç планĕпе килĕшÿллĕн Алманчри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти комплекслă тĕрĕслев хыççăн педагогсен анлă ларăвĕ иртнĕ.
Ларура вĕрентÿ пайĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ Т. Викторова унта хутшăннисене тĕрĕслевĕн кăтартăвĕсемпе, ытти материалсемпе паллаштарнă. Консультаципе диагностика центрĕн ертÿçи Т. Иванова вара “Ачасемпе ашшĕ-амăшĕ шкулăн ĕçĕ-хĕлĕпе кăмăллă-и?” ыйту-хуравăн анкети çинче чарăнса тăнă. Педагогсем ыйтăва сÿтсе явма активлăн хутшăннă. Унта вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕн çумĕ М. Голубев хутшăннă, тухса калаçнă, коллектив умне çĕнĕ тĕллевсем лартнă.