16 декабря 2008 г.
ЧР Министрсен Кабинечĕн кăçалхи октябрĕн 22-мĕшĕнчи ларăвĕнче “Тыл ĕçченĕсене, ĕç ветеранĕсене, Чăваш Республикин ĕç ветеранĕсене социаллă пулăшу парасси çинчен” тата “Реабилитациленĕ çынсене тата политика репрессийĕсене пула шар курнисене пулăшу парасси çинчен” саккунĕсене улшăнусем кĕртессипе саккун проектне пăхса тухнă.
Унпа килĕшÿллĕн, 2009 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен ла-ру-тăру улшăнать, унчченхи çăмăллăхсене укçа çине куçараççĕ. Паян районти 2647 çын регион çăмăллăхĕсемпе усă курать.
Хаксем ÿссе пынă май уйăхсерен паракан çăмăллăхсен укçан тивекен виçи те хушăнсах пырать. Тĕслĕхрен, 2005 çулхипе танлаштарсан, федераллă çăмăллăхсен укçа виçи — 1,36, хамăр республикăри çăмăллăх-сен виçи 1,8 хут ÿснĕ.
Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх çăмăллă-хĕсене укçа çине куçарнă пирки çитес çул — 2009 çулта ĕç ветеранĕсене, Чăваш Республикин ĕç ветеранĕсене укçан паракан çăмăллăх виçи тата тепĕр 301 тенкĕ пысăкрах пулать. Социаллă çăмăллăхлă çул çÿрев билетне халĕ 250 тенкĕпе туянма пулать, çĕнĕ çултан граждансене ун вырăнне 345 тенкĕ укçан параççĕ. Тыл ĕçченĕсене — 700, ĕç ветеранĕсене — 710, реабилитациленĕ çынсене — 1775, политика репрессийĕсене пула шар курнă тесе йышăннисене 1530 тенкĕ тÿлеме пуçлаççĕ.
Унсăр пуçне ĕç ветеранĕсене тата Чăваш Республикин ĕç ветеранĕсене çыхăну пулăшă-вĕшĕн (телефон, радио, коллективлă антенна) тÿленин 50 процентне укçан компенсацилеççĕ. Реабилитациленĕ çынсене телефона тÿлевсĕр лартса параççĕ.
Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пулăшă-вĕшĕн пĕр çын пуçне халĕ вăтамран 262 тенкĕлĕх çăмăл-лăх тивет пулсан, тарифсем ул-шăннине тĕпе хурса çитес çул çакăншăн 301 тенкĕ тÿлеççĕ.
ЧР саккунĕсемпе килĕшÿллĕн ĕç ветеранĕсене уйăхри укçа тÿлевĕпе (халĕ унăн виçи — 335 тенкĕ) тивĕçтереççĕ. Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшушăн 50 процент çăмăллăхпа тÿлеттереççĕ, тыл ĕçченĕсене уйăхри укçа тÿлевĕ параççĕ (халĕ унăн виçи — 610 тенкĕ).
ЧР саккунĕпе килĕшÿллĕн пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшушăн социаллă хÿтĕлев пăхнă уйрăм категорири çынсене, урăхла каласан, ялта ĕçлекенсене, ял тăрăхĕсен территорийĕсенче пурăнакансене, вăй хуракансене 10 çултан кая мар ĕçленисене 540 тенкĕ те 90 пус тÿлеççĕ.
Асăннă ыйтусемпе тĕплĕн-рех çитес çулхи январĕн 1-мĕшĕччен районти социаллă хÿтлĕх пайĕнчен ыйтса пĕлмелле, унта çăмăллăхпа усă курмаллине çирĕплетекен документсене илсе пымалла.