АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Инвалидсене пулăшасси — кун йĕркинчех

16 декабря 2008 г.

 

“Чăваш Республикинчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин Красноармейски районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрĕ” патшалăх учрежденийĕ 2008 çулта Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунне ирттерес тĕлĕшпе туса хатĕрленĕ планпа килĕшÿллĕн, ĕçе вырнаçма майсем сахал граждансемпе — инвалидсемпе — декабрĕн 1—5-мĕшĕсенче тĕрлĕ мероприятисем йĕркелерĕ. Акă, раштав уйăхĕн 1-мĕшĕнче “Ĕçе ăнăçлă вырнаçмалли майсем” темăпа семинар-тренинг ирттернĕ. Унта ĕçсĕр 10 хĕрарăм хутшăнчĕ. Çав шутран виççĕшĕ — инвалид.

Семинар-тренинга пынисене “Аспект” хушма вĕрентÿ учрежденийĕн психологĕ М. А. Трясугина ĕç шырас тĕлĕшпе сĕнÿсем пачĕ, хăйсен кăмăл çирĕплĕхне ÿстермелли майсене вĕрентрĕ.

Тренинг вăхăтĕнче Мария Алексеевна тĕрлĕ методикăсемпе, формăсемпе: ĕçлĕ вăйăсемпе усă курчĕ, дискуссилле калаçу ирттерчĕ, психогимнастика хăнăхтарăвĕсем пурнăçлаттарчĕ, тест йĕркелерĕ. Çаксем пурте çав кунхи мероприятине интереслĕ те килĕшÿллĕ тата чăн-чăн пурнăçри пек чĕрĕ тума май пачĕç. Ĕçсĕр хĕрарăмсем тренинг йĕркеленипе кăмăллă юлчĕç. Çакна вĕсем унта активлă хутшăнни тата заняти хыççăн асăннă мероприяти пирки хăпартланса каласа пани те çирĕплетет. Тренинг вĕçленсен ĕç шыракан хĕрарăмсенчен пĕри обществăлла ĕçе вырнаçма кăмăл туни çинчен пĕлтерчĕ.

Декабрĕн 2-мĕшĕнче ĕç шыратăп тесе чылай вăхăт учетра тăракан хĕрарăмсемпе “Ĕçе вырнаçмалли технологи” курс хатĕрленĕ. Унта ĕçсĕр 5 хĕрарăм хутшăнчĕ. Вĕсенчен пĕри — инвалид. Вăл ĕç шырама пуçлани чылай пулать. Унăн специальноçне ĕç рынокĕнче ытлах ыйтмаççĕ çав. Ĕçе вырнаçас çĕрте ĕçлемесĕр чылай хушă пурăнни хăйне евĕр чăрмав пулса тăрать. Нумай хушă ĕçсĕр пурăннă хыççăнхи йывăрлăхсене сирес, ĕç шырама кирлине каласа ăнлантарас, хăй тĕллĕн ĕç шырамалли хăнăхусене çирĕплетес çĕрте лекцисемпе практикăлла занятисем самай пулăшаççĕ. Вĕсене ĕçпе тивĕçтерекен районти центр профконсультанчĕ ирттерчĕ. Вăл курса пынисене ĕç рынокĕнчи лару-тăрупа паллаштарчĕ, çĕнĕрен вĕренсе урăх специальноç илме е квалификацие ÿстерме, вăхăтлăх тата обществăлла ĕçсене вырнаçма май пурри çинчен каласа пачĕ.

Курса пынисене çавăн пекех ĕç шырас ыйтусемпе хатĕрленĕ буклетсем, информаци листокĕсемпе памяткăсем сĕннĕ, резюме тума, телефонпа калаçма, ĕç параканпа калаçу ирттернĕ чух хăйсене мĕнле тытмаллине вĕрентнĕ. Асăннă занятисем ĕçсĕр хĕрарăмсене хăйсене ытларах шанма, ĕçе активлă шырама вĕрентнĕ.

Декабрĕн 3-мĕшĕнче “Раççей Федерацийĕн халăха ĕçпе тивĕçтересси çинчен” Саккунăн 36-мĕш статйипе килĕшÿллĕн, ĕçсĕр пĕр инвалида, 781 тенкĕ укçа парса, пулăшу кÿнĕ.

Декабрĕн 4-мĕшĕнче ĕçе вырнаçас енĕпе йывăрлăх тÿсекен ĕçсĕр граждансемпе пĕрлехи информаци кунĕ ирттернĕ. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центрти профконсультант унта пухăннисене ĕç рынокĕнчи лару-тăрупа паллаштарчĕ, ĕç шырас тĕлĕшпе конкретлă сĕнÿсем пачĕ, профессиллĕ вĕрентÿ курсĕ урлă, çĕнĕрен вĕренсе тата пĕлĕве ÿстерсе професси илме май пурри çинчен каласа ăнлантарчĕ. Ку хутĕнче занятие 10 инвалид хутшăнчĕ.

Халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центра инвалидсем хăйсене ĕçе вырнаçтармашкăн пулăшма ыйтса час-часах пыраççĕ. Çавна май декабрĕн 5-мĕшĕнче вĕсемпе ушкăнпа та, уйрăмшарăн та консультацисем ирттернĕ. Инвалидсене хăйсем пултаракан юрăхлă ĕçе вырнаçма пулăшас, вĕсен пурнăç шайне ÿстерме май туса парас тесе йĕркеленĕ ку мероприятие. 2008 çулта пирĕн пата ĕç шыраса 29 инвалид килнĕ. Вĕсенчен 12-шне социаллă тÿлевсем пама палăртнă. 3 инвалида професси илмешкĕн вĕренме янă. Социаллă адаптаци тĕлĕшпе ирттернĕ мероприятисене 7-ĕн хутшăннă. Тепĕр виççĕшне психологилле пулăшу кÿнĕ. 18 инвалида ĕçе вырнаçтарнă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика