16 декабря 2008 г.
Шупашкарта Чăваш Республикинчи “Раççей çамрăклăхĕ” физкультурăпа спорт обществинче ирĕклĕ майпа кĕрешсе хĕр ачасем хушшинче мала тухассишĕн ăмăрту иртнĕ. Унта Трак енри спортсменсем пысăк çитĕнÿ тунă.
Тĕслĕхрен, Трак гимназийĕнчи Елена Тимофеева 46 килограмм виçеллĕ категорири хĕр ачасем хушшинче, Кĕçĕн Шетмĕри Анна Андреева (65 кг), райцентрти 2-мĕш вăтам шкулти Феридэ Шерифалиева (56 кг) — пĕрремĕш, Кĕçĕн Шетмĕри Анна Егорова (60 кг) иккĕмĕш вырăнсене йышăннă.