16 декабря 2008 г.
Карай шкулĕн спорт залĕнче кире пуканĕ çĕклесе районта мала тухассишĕн ăмăрту пулнă. Вăл районти шкул ачисен спартакиадин шучĕпе иртнĕ.
Çав кун унта Трак енри 10 шкулти 49 вĕренекен (арçын ачасем) 24 килограмм таякан кире пуканне икĕ мелпе: хăвăрт çĕклессипе (рывок) тата тĕртессипе (толчок) тупăшнă. Хăйсен виçисенче çаксем çĕнтерÿçĕ ята тивĕçнĕ. 55 кг — М. Иванов (Мăн Шетмĕ), 60 кг — М. Андреев (Кĕçĕн Шетмĕ), 65 кг — И. Трофимов (Мăн Шетмĕ), 70 кг — А. Александров (Алманч), 75 кг — Н. Николаев (Кĕçĕн Шетмĕ), 80 кг — Р. Васильев (Мăн Шетмĕ), 85 кг — С. Павлов (Еншик Чуллă).
Çĕнтерÿçĕсемпе призерсен йышне Мăн Шетмĕпе Алманч шкулĕсенчен — виçшер, Еншик Чуллăпа Кĕçĕн Шетмĕрен, Карайпа Пикшикрен тата Трак гимназийĕнчен — икшер, Упипе Красноармейскинчи 2-мĕш шкултан пĕрер ача кĕнĕ.
Командăсенчен пикшиксем — пĕрремĕш, алманчсем — иккĕмĕш, мăншетмĕсем виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.
Пăшăрхантаракан çак тĕслĕхе те палăртмасăр хăварма çук: асăннă ăмăртăва Чатукасси шкулĕ 5 вĕренекене тăратнă, вĕсенчен нихăшĕ те 24 кг кире пуканне пĕр хут çĕклеме те, тĕртме те пултарайман. Мăн Шетмĕ шкулĕпе Трак гимназийĕн кун пеккисем — 3-шер, Красноармейскинчи 2-мĕш шкултан — 2-ĕн, пикшиксемпе алманчсен, карайсемпе еншикчуллăсен пĕрер ача пулнă. Ку, паллах, никама та чыс тумасть. Тăван çĕр-шыва сыхлама çавăн пек хатĕрленетпĕр пулать-и? Асăннă шкулсенчи физкультура учителĕсене çак тĕслĕх хытах шухăшлаттармалла пек.