16 декабря 2008 г.
Трак чăваш-нимĕç гимназийĕнчи 2 “б” класра вĕренекенсен чăваш чĕлхи урокĕнче ларма тÿр килчĕ. Ку йышра вунă арçын ачапа вунă хĕр ача. Класс ертÿçинче Вера Ивановна Тимофеева (Киргизова) ĕçлет. И. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчен вĕренсе тухнă вăл. Асăннă коллективра — 13-мĕш çул ĕнтĕ. Кĕçĕн классемпе — иккĕмĕш çул.
Чăн малтанах, Вера Ивановна класри ачасенчен килĕсенче район хаçатне çырăнса илнипе кăсăкланчĕ. ”Ял пурнăçне” çырăнса илеççĕ-и сирĕн? Аллăрсене çĕклĕр”, — терĕ çепĕççĕн.
Çичĕ-сакăр ача туххăмрах, ăмăртмалла аллисене çĕкле-рĕç. Гимназие сакăр-тăхăр ялтан пĕлÿ илме çÿреççĕ иккен. Район хыпарçине çырăннисен шутĕнче Анаткасран, Çирĕклĕрен, Васнартан, Именкассинчен, Красноармейскинчен, Тусайран, Малти Карăкран тата ытти те.
— Район хаçатне кам вулать? — ачасене ыйту пачĕ вĕрентекен.
— Асатте вулать, — тет Сергей.
— Кукамай, — ура çине тăрать Ирина.
— Эпĕ хам вулатăп, — хăй калассине пытармасть малти ретре ларакан хĕр ача.
Урок теми Вера Ивановнан Раççейпе Чăваш Республикин тĕп хулисене тĕп-тĕрĕс палăртассипе çыхăннă. Унпа пĕрлех вăл доска çине Трак ен тăрăхĕнчи çичĕ-сакăр ял ятне çырса хунă.
— Ачасем, хамăр республикăри мĕнле хула ячĕсене ас тăватăр? — тет вĕрентекен.
— Çĕрпÿ, Канаш, Çĕмĕрле, — пĕлтереççĕ çине-çинех ачасем.
— Пикшик, — ăнсăртран персе ярать пĕри.
— Ял вăл, — тÿрлетет ăна çумра вырнаçнă хĕр ачи.
Калаçу Тăван çĕр-шывпа унăн тĕп хули çине куçрĕ. Вера Ивановна хăйне тимлесех пăхакан ачасем еннелле çаврăнчĕ.
— Пирĕн çĕр-шыв мĕн ятлă? — ыйтуллăн пăхрĕ ачасене.
— Раççей, — алă çĕклесех хуравлаççĕ ачасем.
— Тĕп хула мĕн ятлă?
— Мускав…
— Чăваш Республикин тĕп хули…
— Шупашкар.
— Хула ячĕсене мĕнле çырмалла? — ыйтать вĕрентекен.
Ачасем тăруках шăпланчĕç. Пĕр-пĕрин çине пăха-пăха илчĕç.
— Хула ячĕсене пысăк саспаллирен пуçласа çырмалла, — малалла калаçрĕ вĕрентекен — Шупашкар, Çĕрпÿ, Çĕнĕ Шупашкар… — Халь Трак тăрăхĕнчи ялсем çине куçар… — Сергей, эсир ăçта пурăнатăр?
— Малти Карăкра, — хуравларĕ хура çÿçлĕ арçын ача.
Ун хыççăнах Çирĕклĕпе Тусай, Анаткас ялĕсенче çуралнă ачасем те аллисене çĕклерĕç. Хăйсен ялĕсем çывăхĕнчи çырма-çатрапа юхан шывсен ячĕсене тĕп-тĕрĕс пĕлтерчĕç.
Вера Ивановна 2 “б”-сенчен хамăр район мĕн ятлă пулнине ыйтрĕ.
— Диана, Саша, Люда, пирĕн район мĕн ятлă-ха? Тата хăвăр вырнаçнă ялсене аса илĕр-ха? — терĕ çепĕççĕн вĕрентекен. — Пирĕн район Красноармейски ятпа çырăнать. Хăвăр çуралнă ялпа кÿршĕллĕ ялсене килте çырса килĕр.
Пĕчĕккисем хушшинче шăпах 45 минут пултăм эпĕ. Вера Ивановна каланă тăрăх, çирĕм ачаран пурте чăвашсем иккен. Таса калаçаççĕ, район хаçатне те вулама хăнăхаççĕ. Ăна ашшĕ-амăшĕсенчен çитес çулхи пĕрремĕш çур çулшăн çырăнтарттарса памашкăн ыйтма пулчĕç.