АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă ят — чун-чĕре пархатарĕ

16 декабря 2008 г.

 

Чатукасси вăтам шкулĕн вĕрентекенĕсен йышĕ Уртем Гали писательпе черетлĕ хут тĕл пулчĕ.

Унăн ачалăхĕ Çĕрпÿ районĕнчи Çĕньял ялĕпе çыхăннă. Галина Николаевна Васильева (Уртем Гали) кукашшĕ патĕнче çитĕннĕ, пурнăç çулĕ çине тухнă.

— Уртем манăн ят, хушма ят мар вăл, — тет çыравçă. — Ку таранччен 32 кĕнеке кăлартăм эпĕ. — Çав шутран 28-шĕ — ача-пăча валли. Раштав уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чатукассинчи пĕтĕмĕш-ле пĕлÿ паракан вăтам шкулта республика шайлĕ “Çĕнĕ çула — çĕнĕ кĕнекепе” фестиваль шучĕпе йĕркеленĕ мероприятие хутшăнчĕ çыравçă.

Асăннă коллективра Уртем Галин творчествăлла, çырас пултарулăхĕпе татах тĕплĕнрех паллашма тата унăн халиччен пичетленнĕ кĕнекисенчи уйрăм сăнарĕсене тишкерсе тухса тивĕçлĕ хак пама тĕллев лартнă.

Сăмах май творчество лаççинче Галина Николаевна 2000 çултанпа ĕçлет. Вăл 2002 çулта пуçласа вырăсла “Добрая книга” кĕнекине пичетлесе кăларнă. Ку унăн пурнăçĕнче асăннă шкулти вĕрентекенсемпе тата вĕренекенсемпе йĕркеленĕ тĕл пулусенчен шучĕпе — тăххăрмĕшĕ. Акă, аслăрах классенче ирттернĕ “Ыр кăмăллăх” урокĕсем халĕ те асрах юлаççĕ-ха. “Эпĕ çак йыша хама кăтартма мар, тăван чĕлхемĕре упрассипе, ăна сыхласа хăварассипе хамра мĕн пуррине, ыррине парса хăварассипе, чун-чĕре патне çитерессипе килетĕп”, — хăй калас шухăшне пытармарĕ Уртем Гали. — Пирĕн пурин те чăваш нацийĕн сÿнми вучахĕпе мухтанмалла. Кашни нацин çĕр çинче хăйĕн вучахĕ. Вучах вăл пурнăç символĕ пулнипе хаклă. Вучах пире ăшăтать, вăй-хал парса тăрать...

Мероприяти шкулта ятарласа хатĕрленĕ класра иртрĕ, ăна “Кĕнеке — патшалăхăн ырă патша майри” литература кафинче йĕркеленĕ. Ун валли ятарласа сценари çырнă, пÿлĕме капăрлатнă, çуртасем çутнă, çакăнта кашни вĕрентекенех явăçтарнă.

Шкул директорĕ Ольга Михайловна Степанова Уртем Гали çыравçăн “Аньăн вунă вăрттăнлăхĕ” кĕнекине тишкерчĕ. “Пĕчĕк шывран юхан шыв пулать, пĕчĕк япаларан пысăкки пуçтарăнать”, — тет автор. Пурнăçа, çынна, харпăр хăйне хисеплеме пĕлмелле.

Ыррине те, япăххине те сăнлать Уртем Гали хăйĕн повеçĕсемпе калавĕсенче. Вĕсене вăл ытларах пурнăçран илет. Пĕрехмай çынсем хушшинче пулни-çÿрени уçăмлă, танлаштаруллă, вырăнлă сăнарсем тупма, çырма пулăшать те ăна. Тĕрĕссипе, шыраври пултаруллă ĕçченĕн çырмалли тематики тулсах, тăкăнсах тăрать тесшĕн эпĕ.

Хăна-çыравçăн вырăсла та чăвашла çапăнса тухнă кĕнекисемпе, вĕсенчи чылай калавĕсемпе шкулти кашни вĕрентекен паллашнине палăртмалла. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри хăйсен шухăшĕсене уçрĕ. Акă, Галина Юрьевна Максимовапа Наталья Николаевна Лукина, Иван Семенович Ильин вĕрентекенсем хăйсем вуласа тухнă калавĕсем çинче чарăнчĕç.

Тĕл пулăва хутшăннă вырăс чĕлхипе литература предмечĕсемпе вĕрентекен И. Ильин “Бродяга” калаври арçыннăн, çапкаланчăксен йышне кĕнĕскерĕн, сăн-сăпатне уçса пачĕ.

— Çынлăх, сăпайлăх, харпăр хăйне вырăна лартни — çак паха енсем пурне те кирлĕ, — терĕ вĕрентекен. — Галина Николаевна çав паха туйăмсене, хисеппе пĕр-пĕрне ăнланмалли майсене уçса панă та пĕчĕк калавра.

Çавăн пекех “Роза”, “Тайный знак”, “Дядя Коля” тата ытти калавсем те пурнăç тĕслĕхĕсем, пурнăç тĕпренчĕкĕсем тесе калатăп. Шухăшĕсем анлă, содержанийĕсем курăмлă вĕсен. Паллах, вăл е ку вулакан та Уртем Галин кĕнекисене алла тытсан, ăшă кăмăл-туйăмпа, чун-чĕре ыратăвĕн пархатарĕпе вуласа тухĕ, çак туртăма, хавхаланăва ыттисен чун-чĕринче те ÿстерĕ.

Тĕл пулу унта пухăннисемшĕн, çав шутра амăшĕсемшĕн — Галина Степановапа Зинаида Евгеньевашăн тата Уртем Гали çыравçăпа пĕрле Шупашкартан çитнĕ Тамара Арамовна Агаджаняншăн, усăллă иртрĕ.

— Чăвашсем — тарават халăх. Унăн чĕлхи те пуян. Армянсемпе чăвашсен чĕлхисенче пĕрешкел сăмахсем те пур. Тĕслĕхрен, пирĕн лексикăра — очах, сирĕн — вучах. Тата хăяр, сухан сăмахсем те пĕрешкелех, — терĕ Тамара Арамовна. — Икĕ наци хушшинчи вучахăн хĕрÿлĕхĕ нихăçан та ан сĕвĕрĕлтĕр.

Г. Васильева (Уртем Гали) тĕл пулăва хутшăннисене пурне те асăнмалăх хăйĕн тата чăваш çыравçисен кĕнекисене пачĕ. Шкул библиотекине те манса хăвармарĕ: “манран асăнмалăх пултăр, кашни вĕренекен вулатăр, ыр кăмăллăха туйтăр”, — терĕ.

Шкул директорĕ Ольга Степанова хăнасене, вĕрентекенсене, тĕл пулăва хутшăнма вăхăт тупнă амăшĕсене дирекци, коллектив ячĕпе чун-чĕререн тав турĕ, пурнăçра ырлăх-сывлăх, телей, кил ăшши сунчĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика