АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уяв концерчĕ

16 декабря 2008 г.

 

Аннесене халалланă уяв концерчĕ те унта хутшăннисен асĕнче чылайлăха юлĕ. А. Филипповапа А. Ласкеев ертсе пынипе сцена çинче номер хыççăн номер улшăнчĕ. Сценарипе килĕшÿллĕн, унта пĕрремĕш, 2 “а”, 4 “а”, 6 “а” тата 10 классенче вĕренекенсем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Гимнази директорĕ Г. Юлмасова, М. Кириллова социаллă педагог уява пухăннă амăшĕсене ăшшăн саламларĕç.

Вуннăмĕш класри çамрăксем уява пухăннисене виçĕ юрă парнелерĕç. И. Антонова ертсе пынипе йĕркеленĕ “Ах, аннеçĕм”, “Тавах, аннем”, лирикăлла юрăсем чи юратнă çыннăмăрсем валли уяв парни пулчĕç. Николай Михайловичпа Антонина Николаевна Никоноровсем хатĕрленĕ пĕрремĕш класра вĕренекенсен фольклор ушкăнĕ юрри-ташшипе савăнтарчĕ.

Куракансене “Ачасен ашшĕ-амăшĕ шкул пурнăçне хутшăнни” темăпа видео сюжет ăсталани (О. Б. Кузнецов йĕркеленĕ), воспитани темипе сценка хатĕрлени те килĕшрĕ. Уявра шкулпа туслă çыхăну тытакан 128 çемье гимнази дирекцийĕн тав çырăвне тивĕçнĕ.

— Эпир ашшĕ-амăшĕпе тачă çыхăну тытатпăр. Акă, Аннесен уявне йĕркеллĕ хатĕрленсе ирттерме 16 амăшĕнчен 13-шĕ тÿрремĕнех хутшăнчĕ. Пурте пĕрле амăшĕсен ал ĕç, ачасен ÿкерекенсемпе çыравçăсен, çемье çинчен фотоколлаж хатĕрлекенсен конкурсне хутшăнтăмăр. Эпĕ хаваспах Н. Данилова, А. Алексеева, Л. Жидова, Е. Иванова, А. Николаева, С. Семенова, Н. Николаева, Т. Борисова ячĕсене асăнатăп, — тет 3 “а” класс ертÿçи А. М. Леонтьева. И. Г. Шорникова — 8 “а” класс ертÿçи — И. Жукова, Э. Порфирьева, Н. Иванова, Л. Иванова тата Г. Иванова ача амăшĕсене тата ытти амăшĕсене тав тăвать. 3 “б” класри Светланăпа Артур Константиновсем, Татьянăпа Сергей Федоровсем, Зинаидăпа Сергей Максимовсем, Светланăпа Юрий Даниловсем, Надежда Иванова та шкулпа çемье хушшинчи çыхăнăва çирĕплетсех пыраççĕ”, — тет Ирина Вениаминовна Афанасьева класс ертÿçи.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика