16 декабря 2008 г.
Г. Н. Волков ăсчах сăмахĕсем аса килчĕç: “Тăван чĕлхемĕрçĕм... Асаттесен пилĕ, асаннесен тупи, кукамайсен пехилĕ, кукаçейсен тилмĕрĕвĕ, анне юрри, атте ÿкĕчĕ, аппа такмакĕ, пичче вĕрентĕвĕ...”
Вăл сăмахсем ман чуна вырнаçнă. Çавăнпа юнашарах “Чăваш чĕлхи — анне чĕлхи”, — тени те янăрать. Чуна вăл епле лăпкăн ачашлать, канăç кÿрет. Ман шутпа, чăваш чĕлхин тасалăхне упрасси чи малтанах çемье ăшшинчен, атте-аннерен нумай килет. Ашшĕпе амăшĕ ачине чăвашла сăпка юрри каласа сиктерсен епле унăн ачашлăхне манма пултарĕ-ха вăл. Нумайăшĕ вара пĕчĕкренех тĕпренчĕкĕпе вырăсла калаçма хăтланать, ачан чĕлхине хуçать. Тен, малтан амăш чĕлхипе таса калаçма хăнăхтармалла, ÿсерехпе ача хăех тĕрĕс çул суйласа илĕ. Тăван чĕлхе кашни çын пурнăçĕнче питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулни каламасăрах паллă. Пĕчĕк чун хăй ăнланмасăрах ют чĕлхене йышăнма пуçлать. Ман шутпа, ку тĕрĕс мар. Тăван чĕлхе пулăшнипе эпир пурнăçа ăнланатпăр, çут çанталăк илемне курма хăнăхатпăр, шухăшлама вĕренсе пыратпăр. Тен, çавна пулах эпир çут çанталăка упрама та манатпăр. Ĕлĕкхи ватăсем акă мĕнле каланă: “Пĕр йывăç касрăн пулсан, ун вырăнне 3 ларт”. Чăваш чĕлхине мантарма тăрăшнă ашшĕ-амăшĕ çак ăслă шухăша ачисем патне çитерменех пулĕ. Вăрмана кайсан та мĕн чухлĕ ăпăр-тапăра асăрхатăн! Ĕлĕкхи чăваш çынни çавăн пек хăтланманах. Вăл асра мĕн чухлĕ вĕрентекен ваттисен сăмахĕсем тытнă.
Хисеплĕ ÿсекен ăру! Чĕлхе — вăл наци тĕп палли. Эппин чăваш чĕлхине малалла аталантарасси те пирĕн, сирĕн тивĕç. Нумай чухне вара пачах урăхла пулса тухать. Чăн чăваш ачисемех райцентрта çеç мар, юлашки вăхăтра ялсенче те вырăсла калаçаççĕ. Ку вара чуна ыраттарать. Авалранпа чăваш хĕсĕкре пурăннă. Мĕн чул асап курман-ши, мĕн тÿсмен-ши вăл хăй чĕлхине сыхласа хăварассишĕн. Çамрăксем вара çакна питĕ хăвăрт мантăмăр пулас.
Тăван чĕлхене тĕллевлĕн вĕрентес, чăвашлăха упрас тесе тăван чĕлхене вĕрентекенсем тăрăшаççĕ. Ку çеç çителĕксĕр. Ашшĕ-амăшĕ те çак ĕçе ача пĕчĕк чухнех тĕрĕс туса пырсан йывăрлăхран тухма пулĕ. Çеç-пĕл Мишши тăван чăваш чĕлхине чунтан юратнă, чĕлхе аталанайманшăн куляннă, ăна вăй-хăват кĕртессишĕн тăрăшнă. “Чăваш чĕлхи ячĕпе пурте пĕр пулар!” — тесе йыхăрнă, тăван культурăшăн чăмăртанса ĕçлеме ăнтăлнă. “Пурнăç — чĕлхесĕр пулмасть. Чăваша вырăс чĕлхипе пурнăç тутараймăн, чăваша — чăваш чĕлхи кирлĕ”, — тесе çырнă вăл. Тăван халăхăмăр, Çеçпĕл Мишши сăмахĕсене манар мар. Пурте пĕрле кар тăрар.
Капăр чĕлхене пирĕн манса кайма мар, ăна савмалла, унпа мухтанмалла. Çеçпĕл те кун çинчен хăйĕн “Чăн чĕрĕлнĕ!” сăввипе аса илтерсех тăрать.
Эпир тата, вĕри чунсем!
Кăвар чунсем, яшсем, хĕрсем!..
Тăван çĕр-шывăн чĕлхине
Мухтав тума манса кайман-и?
Чăваш чĕлхин хĕвеллĕ илемне
Чунтан савса тăма манман-и?
“Манман”, — тесе калас килет манăн. Чăвашла та савăнсах калаçар. Чăваш юррисене те киленсех юрлар, итлер.