12 декабря 2008 г.
Грипп — инфекциллĕ чир. Ăна сараканĕ сывмар çын. Вăл чир-чĕре обществăлла транспортра, обществăлла вырăнта сарма пултарать. Чир вируса пула куçать. Енчен те çын чирленине палăртсан, ăна вырăн çине вырттармалла, çийĕнчех тухтăра чĕнмелле. Сывмар выртакан çын пÿлĕмне кунне пĕр хутчен уçăлтармалла, нÿрĕ татăкпа, супăньпе сода хутăшĕпе сăтăрмалла.
Чирлĕ çынна пăхаканăн тути-çăварне тăватă сийлĕ марльăпа çыхмалла.
Гриппа чирлени çын сывлăхĕшĕн сиенлĕ. Вăл общество пурнăçне те сиенлет, экономикăра та ура хурать. Çав тăкак, гриппа чирлесен, экономикăра вуншар миллион сиен кÿрет.
Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи Управленийĕн Çĕрпÿ территори пайĕн прогнозĕ тăрăх, Чăваш Республикинче те, çавăн пекех Раççейре те 2009 çулхи январь — февраль уйăхĕсенче грипп сарăлас хăрушлăх пур. Уйрăмах чир ача-пăча хушшинче вăй илме пултарать.
Грипп çакланассинчен хăтăласси вăл профилактикăлла прививка тунипе çыхăннă. Акă, кăçалхи декабрĕн 5-мĕшĕ тĕлне республикăра пурăнакансенчен 2,6 процентне укол тунă. Красноармейски районне те декабрь уйăхĕнче вакцинăсем çитмелле.
Вăхăтра прививка туни грипп ерессинчен çăлать те.