АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ална пар, вулакан

12 декабря 2008 г.

 

Редакци сĕтелĕ вулакансен çырăвĕсемпе пуянланса пыни куç умĕнчех. Райхаçатăн содержанийĕ авторсемпе çыхăну тытнипе хăй патнелле туртать. Пĕр шухăш лайăх, темиçе шухăш тата лайăхрах. Юлашки вăхăтра уйрăм çыракансенчен Н. Карай, Н. Ершов, В. Рудникова, З. Баранова, А. Тимофеева, И. Степанов, Ю. Маркова, В. Данилов, Т. Викторова, Л. Антонов, Л. Николаев, Д. Петров, Шетмĕ Михали, Т. Козлова тата ыттисем те çине-çинех материалсемпе савăнтарчĕç.

Кăçал — Ырă ĕçсен çулталăкĕнче вĕсенчен чылайăшĕ сăввисемпе калавĕсене, ытти материалĕсене “Ял пурнăçĕн” страницисенче пичетлерĕç.

Шел пулин те, хыçа юлакан çулталăкра, редакци адресĕпе ĕнтĕ, “конкурса” тесе палăртнă çырусем сахалтарах пулчĕç.

“Кулăш ăстисен” конкурсне хутшăнакансем йышланчĕç. Çав йышра Н. Карай, М. Прохоров, Л. Николаев, Г. Сергеев, Д. Ильин тата ыттисене палăртмалла.

* * *

“Чи лайăх сăн ÿкерчĕк” конкурс та активлăхпа палăраймарĕ. Шанас килет, çитес çул асăннă конкурссене хутшăнакансем йышланĕç, творчество лаççинче тăрăшарах ĕçлĕç.

Район хаçатне çырăнтарас тапхăр вĕçленет. Çавăнпа та ăна çитес çулхи пĕрремĕш çур çулшăн ытларах сарассипе пире — райхаçат журналисчĕсене — пулăшасса шанатпăр эпир.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика