12 декабря 2008 г.
Сывлăх сыхлавĕн “Красноармейски тĕп больници” муниципаллă учрежденийĕнчи профсоюз органи-зацийĕн отчетпа суйлав конференцийĕ иртнĕ. Ун ĕçне сывлăх сыхлавĕнче ĕçлекенсен профсоюзĕн Чăваш рескомĕн председателĕ Владимир Григорьевич Федоров хутшăннă.
Красноармейски районĕнчи сиплевпе профилактика учрежденийĕнчи профсоюз организацийĕ республикăра лайăххисенчен пĕри шутланать. Ку сиплев учрежденийĕнче вăй хуракансенчен 96 проценчĕ — профсоюз членĕ. Пĕрле вара ĕç те ăнса пырать, канма та хавас. Сывлăх сыхлавçисем, пĕр кăмăллă пулса, Майя Валерьевна ГРИГОРЬЕВА врач-фтизиатра профсоюз комитечĕн председательне суйласа лартрĕç.