12 декабря 2008 г.
Трак чăваш-нимĕç гимназийĕнчи педагогсем хушшинче ал ĕç ăстисем йышлă. Акă, Г. Трофимова, В. Антонова, И. Антонова, А. Леонтьева, Г. Юлмасова педагогсемпе Г. Филимонова техслужащи, пир çине тĕрлĕ çиппе тата бисерпа тĕрлесе, илемлĕ ÿкерчĕксем ăсталатчĕç. Хăйсен пултарулăхĕпе çамрăк учительницăсемпе вĕренекенсене, ашшĕ-амăшĕсене паллаштаратчĕç. Тĕрĕ тĕрлес ăсталăха ыттисене алла илме пулăшатчĕç.
Аслисенчен ырă тĕслĕх илнĕ яш-кĕрĕм хăнăхнă йăлана малалла тăсать. Ача амăшĕн кăçалхи уявĕнче И. А. Федорова, С. Н. Дмитриева, И. А. Николаева хăйсем тĕрленĕ тата ачисен ал ĕçĕсемпе куракансене савăнтарчĕç.
Вĕренекенсен амăшĕсем те уява ахаль килмен. Ирина Ермакова (вăл Г. Трофимова хĕрĕ), Эльвира Калинина тĕррисем уйрăмах сюжетлă та илемлĕ пулса тухнă. Е. Владимирован, И. Федорован, С. Гурьеван, Т. Максимован ал ĕçĕсем те куракансене килĕшрĕç.