12 декабря 2008 г.
Яланхи пекех, Ача амăшĕн уявне те Трак чăваш-нимĕç гимназийĕнче тĕплĕн хатĕрленсе ирттерчĕç. Пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлекен классен ушкăнĕсем (кунта кĕçĕн, вăтам тата аслă ÿсĕмри вĕренекенсем кĕреççĕ) хăйсен мĕн-мĕн тумаллине малтанах палăртнă. Кашни гимназист çемйи пирки алăпа ÿкерсе е компьютер мелĕпе презентаци-паллаштару хатĕрленĕ. Уява хутшăннă ашшĕ-амăшсемпе тăванĕсем хăйсен ачисен пултарулăхĕпе хаваслансах паллашрĕç. Иккĕмĕш хутра йĕркеленĕ коллаж-выставкăри материалсем куракансене пурне те килĕшрĕç.
Республикăри “Анне чĕри” ятпа пынă ăсталăх конкурсĕнче (декоративно-прикладное искусство) З. Ласкеева ертсе пынă 4 “а” класс вĕренекенĕсем ушкăнпа хатĕрленĕ “Йĕп усрамалли” (“Игольница”) ĕçе чи лайăххи тесе палăртнă. Ку номинацирех пĕрремĕш “а” тата “б” классенчи (ертÿçисем Л. Голубева, Н. Данилова), И. Данилова, Т. Николаева, О. Дмитриева, Н. Гордеева, Д. Никитин тата 5 “а”-ри Н. Леонтьевапа К. Соленова палăрнă.
Асăннă ачасен бисерпа тата хĕреслĕ тĕрленĕ, сăрласа ÿкернĕ е аппликаципе хатĕрленĕ ĕçĕсем хăйсен амăшĕсене çеç мар, куракансене те илемĕпе савăнтарнă.
Амăшĕсене проза хайлавĕпе 27 çамрăк автор саламланă. тăваттăмĕш “а” класри (ертÿçи З. Ласкеева), Екатерина (амăшĕ Елена Петрова), Дарья (амăшĕ Надежда Данилова), Ольга (амăшĕ Валентина Петрова) хăйсен пепкисенчен ăшă сăмахлă калав-саламсем йышăнса ку ăмăртура палăрчĕç.
Сăвă çыракансем те йышлăн пулчĕç. 3 “а” класри Феликс амăшне Алевтина Алексеевана, 4-мĕш “а”-ри Катя — Елена Петрована саламласа кĕçĕннисем хушшинче мала тухрĕç. 8 “а”-ри Анна хăй амăшне Елена Маркована, 9 класри Алексей юратнă çыннине Алина Пантелеймонована чун-чĕре хĕлхемĕпе çырнă йĕркесемпе саламларĕç.
“Мĕн пур илем — сана валли” ÿкерчĕксен конкурсĕнче те кĕçĕн класра вĕренекенсем хастар пулчĕç. Н. Данилова, Л. Голубева, В. Киргизова, А. Леонтьева, И. Афанасьева, З. Ласкеева тата В. Павлова ертсе пыракан классенчи 44 ача юратнă амăшĕсене илемлĕ ÿкерчĕксемпе савăнтарчĕ. Людмила Николаева, Лариса Дмитриева, Елена Егорова, Любовь Алексеева пуринчен те кăмăллă юлчĕç: ачасен вĕсене халалланă ĕçĕсем конкурсра çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç.
“Чи лайăх фотожурнал” номинацире “Асаннепе асатте” ĕç тыткăнларĕ. Ăна цифра технологийĕпе усă курса Елена Моисеева (4 “б” класс ертÿçи В. Павлова) йĕркеленĕ. Вăл Мария тата Алексей Моисеевсем çинчен сюжетлă ÿкерчĕк хатĕрленĕ.
“Хаваслă çемьере” Екатерина (8 “а” — ертÿçи И. Шорникова) хăйсен çемйи çинчен (уйрăмах Элина Порфирьева — амăшĕ пирки) интереслĕ ĕç ăсталанă.